Комментари хушас

24 Юпа, 2019

Пĕрремĕш туйăмсем çинчен вуласшăн

Мĕн вăл – журналистика? Паянхи шкул ачисем хаçат-журналпа туслă-и, пирĕн кăларăмсене çырăнса илеççĕ-и? Хальхи вĕренекенсем вĕсенче ытларах мĕн курасшăн?
Çавна май эпир, «Тантăш» хаçат ĕçченĕсем, иртнĕ кĕçнерникун ЧР Ачасемпе çамрăксен библиотекинчи «Вĕрентÿ тата информаци» центрĕнче полиграфи производствин профессийĕсен кунне ирттертĕмĕр. Кунта Шупашкарти 36-мĕш тата 57- мĕш шкулсенчи 7-мĕш тата 9-мĕш классен вĕренекенĕсем çитрĕç. Сăмах май, вĕсем асăннă вулавăша мĕн ачаран сукмак хывнă. Кунти библиотекарьсем те чылайăшне сăнран паллаççĕ.
Журналист специальноçĕ интереслĕ те хăйне евĕрлĕ. Унăн тĕрĕс те уçăмлă çырма пĕлнисĕр пуçне çынсене итлеме, ыйту пама, вĕсен ыйтăвĕсене, хуйхи-суйхине, савăнăçне ăнланма пĕлмелле. Информацие халăх патне вăхăтра тата тĕрĕс илсе çитермелле. Апла ку сферăра вăй хураканăн чĕрĕ те йăрă пулмаллине пĕлтерет. Асăннă професси пирки вĕренекенсем пĕр-пĕрне пÿле-пÿлех каласа кăтартрĕç. Журналистикăри чылай вăрттăнлăх кăсăклантарчĕ ачасене. Хаçат валли информацие ăçтан тупнинчен пуçласа журналистăн ĕç укçи таранах. 57-мĕш шкулта вĕренекенсем хаçат-журнал кăларасси çăмăл ĕç маррине лайăх пĕлеççĕ. Вĕсем ăна хăйсем çинче туйса курма ĕлкĕрнĕ. Ку вĕренÿ заведенийĕнче тахçантанпах хаçат тухса тăрать.
Юлашкинчен «Тантăш» хаçат валли ачасем тăрăшсах ирĕклĕ темăпа статья, заметка шăрçаларĕç: туслă класс, çуралнă кун, килти йытă-кушак, тăван тавралăх пирки. Ачасен чи ăнăçлă ал çырăвĕсене «Тантăшăн» хальхи тата çитес номерĕ валли суйласа илтĕмĕр. Хыççăн хаçата пурте пĕрле тишкерсе тухрăмăр. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Лена АТАМАНОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.