Хыпар

Паян Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре Шкул çулне çитмен ачасен тата çамрăк армеецсен парачĕ пулчĕ. Мероприятие Çĕнтерÿ кунне халалланă. Парад 4-мĕш хут иртрĕ.

Чăваш халăхĕн 71 ывăлĕ-хĕрĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тăшманпа харсăр çапăçса Герой Çăлтăрне тивĕçнĕ. Çав Паттăрсенчен пĕри — Алексей Романович Логинов.

* Тихоновсен килĕнче виçĕреш çураласси йăхран-йăха куçать. 1932 çулта Шăмăршă районĕнчи Ярăславра тĕпленнĕскерсен виçĕ хĕрача çуралнă. Анчах выçăллă-тутăллă тапхăрта çут тĕнчене килнĕскерсен пурăнас кунĕ нумаях пулман.

Паян Раççей халăхĕ, çавăн пекех ют çĕршывсенче тĕпленнĕ йăхташăмăрсем те, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паллă пулăмĕсене халалланă диктант çырчĕç.

Pages

Subscribe to Хыпар