Комментари хушас

20 Çĕртме, 2019

Кашниех çĕнтерес кăмăллă

Муниципалитетсен шайĕнчи çамрăк армеецсен «Зарница» тата «Орленок» çарпа патриот вăййисенче палăрнă хастарсем Çĕрпÿ районĕнчи «Звездный» лагерьте пуçтарăнчĕç. 800 ытла яшпа хĕр автомат сÿтсе пуçтарĕç, винтовкăран перĕç, кросс чупĕç, тĕрлĕ викторинăра хăйсен ăсне, çаврăнăçулăхне тĕрĕслĕç, çĕршыв историне, пушар хăрушсăрлăхне епле пĕлнине кăтартĕç. Темиçе кунтан тупăшусене пĕтĕмлетсе çĕнтерÿçĕсене палăртĕç.

Республика шайĕнчи 51-мĕш хут иртекен «Зарница» тата «Орленок» çарпа патриотизм вăййисене савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, вĕрентÿ министрĕ Сергей Кудряшов, çар комиссарĕ Александр Мокрушин хутшăнчĕç.

Лагерь территорийĕ çар çыннисен формине тăхăннă ачасемпе тулчĕ. Сцена çине сумлă хăнасем хăпарчĕç. Хумхануллă кĕвĕ янăрать. Мероприятие ертсе пыракан çамрăк армеецсен ялавне илсе тухма йыхравларĕ. Çак чыса «кил хуçисем» — Çĕрпÿри 1-мĕш шкул вĕренекенĕсем — тивĕçрĕç. Вĕсем ялава чи хаклă тупра евĕр йăтса кĕчĕç. Вĕсен кашни утăмĕнче, хусканăвĕнче пысăк яваплăх сисĕнчĕ.

Михаил Игнатьев çамрăк армеецсен вăййисене йĕркелекенсене, паян çитĕнсе пыракан ăрăва паттăрлăх çинчен каласа паракан ветерансене, патриотизм воспитанийĕ паракан вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшне тав сăмахĕпе хавхалантарчĕ. Пуçлăх Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн: «Пирĕн патриотизмсăр пуçне нимĕнле пĕрлештерекен шухăш çук, пулма та пултараймасть» (Унас нет никакой, и не может быть никакой обьединяющей идеи, кроме патриотизма) сăмахĕсем кашниншĕн пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ, яш-кĕрĕме ăмăртусенче хăюлăх, хавхалану сунчĕ.

Эсир хатĕр-и çĕнтерме? — ыйтрĕ вăл çамрăк армеецсенчен.

Так точно! — чăн-чăн çар çыннисем пек пĕр саслăн хуравларĕç ачасем.

Шупашкарти 47-мĕш шкулти хастарсем республика шайĕнчи ăмăртура пĕрремĕш çул мар. Тупăшăва икĕ отряд хутшăнать: 7-8-мĕш класри ачасенчен йĕркеленĕ «Зарница» тата аслăраххисен «Хĕрлĕ çăлтăр» çарпа патриот клубĕ.

Ĕнер «Хĕрлĕ çăлтăр» пултарулăх конкурсĕнче 3-мĕш пулчĕ. Паян ачасем автомат сÿтсе пуçтарассипе тупăшĕç, каçхине «Зарница» отряд пултарулăх конкурсĕнче вăй виçĕ. Кăçалхи тема «Спой мне о войне» ятлă. Çăмăл тееймĕн, анчах уçса пама пулатех. Паллах, çĕнтерÿçĕсен ретне лекме ĕмĕтленетпĕр, — пĕлтерчĕ Михаил Терехов вĕрентекен.

«Зарница» отрядăн командирĕ — 8-мĕш кадет класне пĕтернĕ Елена Афанасьева. Пултаруллă хĕрачана ахальтен командира суйламан, маттурскер пур çĕрте те хастар. 

Çамрăк армеецсен вăййисен финалне эпĕ хам пĕрремĕш çул хутшăнатăп. Шкул вара кашни çулах лайăх кăтартусемпе палăрнă, малти вырăнсене йышăннă. Пирĕн вĕренекенсем пĕр çул федерацин Атăлçи тапхăрĕнче иртнĕ ăмăртăва та çитнĕччĕ, пĕлтĕр Мускава кайнă. Отрядри ачасем — пурте пĕр класран, çавăнпа ячĕ те тивĕçлĕ — «Класс». Эпир Президент вăййисенче те, ытти ăмăртăва та хутшăнатпăр, малти вырăнсене йышăнатпăр, — паллаштарчĕ хăйĕнпе тата отрядри ачасемпе Патăрьелти 1-мĕш шкулăн «Зарница» отрячĕн командирĕ Елена Краснова.

www.hypar.ru

Рубрика: