Комментари хушас

20 Çĕртме, 2019

Ĕне сăвакансен ăмăртăвĕ хĕрÿ иртрĕ

Республика кунĕ умĕн йăлана кĕнĕ тăрăх кашни çулах Чăваш Енре машинăпа ĕне сăвакансен ăмăртăвне йĕркелеççĕ. Кăçал вăл Вăрнарти аш-какай комбиначĕн Малтикас Ялтăрти сĕт-çу комплексĕнче иртрĕ.

Асăннă конкурса икĕ тапхăрпа йĕркелеççĕ: малтанах — районсенче, кайран республика шайĕнче. Çĕнтерÿçĕ 19 конкурсант шăпах Вăрнар районĕнче ăмăртрĕç: ĕне сумалли аппарата сÿтсе пуçтарчĕç, ĕне сурĕç, теори ыйтăвĕсене хуравларĕç. Ăстасем пĕр-пĕринчен юлас мар тесе пĕтĕм чунтан тăрăшрĕç.

Галина АЛЕКСЕЕВА, Муркаш районĕнчи Суворов ячĕллĕ хуçалăхăн доярки:

Çакнашкал конкурса эпĕ виççĕмĕш хут хутшăнатăп, çапах та пăлханатăп, алă çыхланать. Ара, намăс курас килмест-çке. Эпĕ дояркăра 20 çула яхăн ĕçлетĕп. Выльăх-чĕрлĕхе килĕштернĕренех пурнăçа çак профессипе çыхăнтартăм. Кун пек конкурссем ирттерни пирĕншĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Пĕр-пĕринчен вĕренмелли пурах.

www.hypar.ru

Валентина ПЕТРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: