Хыпар

29 Кăрлач, 2020

«Çĕнĕ Шупашкар — халăхсен пĕрлĕхĕн тата культурисен хули» фестиваль иртрĕ

«Ку фестиваль пирĕн хулара тăваттăмĕш хут иртет. Çав тери килĕшет вăл мана. Çулсеренех килетĕп кунта. Пĕлĕшĕмсемпе тăвансене те чĕнетĕп. Тĕрлĕ халăхăн юрри-ташшине питĕ кăмăллатăп. Пирĕн хулара нумай наци çынни пĕр-пĕринпе килĕштерсе, шăкăл-шăкăл пурăннăшăн савăнатăп», — терĕ Çĕнĕ Шупашкарти «Химик» культура керменĕнче асăннă хулара пурăнакан Ольга Михайлова. Кăрлачăн 28-мĕшĕнче кунта «Çĕнĕ Шупашкар — халăхсен пĕрлĕхĕн тата культурисен хули» фестиваль иртрĕ.

28 Кăрлач, 2020

Волонтер Италие çул тытнă

Шупашкарти Екатерина Горбунова Пĕтĕм тĕнчери волонтер проектне хутшăнма Италие çул тытнă. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студентки унта пуш уйăхĕччен пурăнĕ.

28 Кăрлач, 2020

Пиллĕкĕш те медальпе таврăннă

Чăваш Ен спортсменĕсем çак кунсенче Чулхула облаçĕнчи Выкса хулинче иртнĕ шывра ишессин хĕллехи ăмăртăвĕнчен 5 «ылтăнпа» тата 1 «кĕмĕлпе» таврăннă.

27 Кăрлач, 2020

Миллиардсем — такăр çулсем валли

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура ЧР Çул-йĕр фончĕн укçипе мĕнле усă курнипе транспорт министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Евгений Павлов паллаштарчĕ.

Фонд калăпăшĕ 2019 çулта 5264 миллиона яхăн тенкĕпе танлашнă. Пĕлтĕр автоçулсен 210,5 километрне юсанă, вырăнти пĕлтерĕшлĕ 25 километра яхăн çул тунă. Ытти ĕç те курăмлă.

Pages