çурт-йĕр

5 Ака, 2017

Патăрьелĕнчи прокуратура тăлăха хÿтĕленĕ

Патăрьел район прокуратури 23 çулти каччăн правине хÿтĕлессишĕн суда çитнĕ. Пулăшу ыйтса надзор органне çамрăк хăй кайнă. Унта вăл тăлăх пулин те хваттер паманнине пăшăрханса пĕлтернĕ.

28 Пуш, 2017

Чĕрĕк ĕмĕр урлă каçнă лифтсене 2020 çулччен ылмаштармалла

2013 çулхи нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕччен хута янă, 25 çултан кая мар ĕçленĕ лифтсене Чăваш Енре ылмаштарма палăртаççĕ. Улăштармасан юсаса çĕнетме. Кун пирки паян Чăваш Енĕн Стройминĕнче иртнĕ канашлура сăмах хускатнă.

1 Пуш, 2017

Хваттере харпăрлăха куçарма кая юлман

Приватизацилеме ĕлкĕрейменнисен кулянмалла мар. Хваттере е пÿлĕме харпăрлăха куçармалли саккун хăй вăйне çухатман.

28 Нарăс, 2017

Тумла юхать, тумла пуçа та шăтарать

Çуркунне çывхарнă май çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕсемшĕн тепĕр яваплăх хушăнать: çивиттине юртан тата пăртан тасатмалла. Çак ĕçе вăхăтра пурнăçламаннине пула инкек сиксе тухасси те часах.

19 Кăрлач, 2017

Ăçта сывлaм ÿкет е стенана мĕншĕн питĕлемелле?

Çанталăк вăйлăрах сивĕтсен пÿртри кĕтессем, стена, чÿречесем тарланине асăрхама пулать. Чÿрече икĕ е виçĕ хутлă пулни те тарланинчен хăтараймасть тепĕр чухне. Мĕншĕн? Физикăра çакна сывлăм ÿкекен тĕл /точка росы/ тесе палăртаççĕ. Стена тарласси çулла курăк, çĕр çине сывлăм ÿкнипе пĕр пекех, сывлăш нÿрĕклĕхĕпе тата температура выляса тăнипе çыхăннă. Мĕншĕн çĕр çине сывлăм ÿкнине пăхса тухăпăр. Çулла хĕвел ансан кăнтăрлахи ăшă тăруках уçă сывлăшпа улшăнать. Сывлăша çĕртен яланах шыв пăсланса хăпарать.

Pages