çурт-йĕр

12 Юпа, 2017

Хваттерте урамри пек сивĕ: яваплисем ĕçе çывăх кунсенче вĕçлеме шантараççĕ

Чăваш Енри хăш-пĕр районпа хулара социаллă объектсене тата пурăнмалли çуртсене çав-çавах ăшă çитмен-ха. Лару-тăрăва республикăн Стройминĕ те, Патшалăхăн çурт-йĕр инспекцийĕ те кунсерен тĕрĕслесе тăраççĕ.

4 Юпа, 2017

Укçа пар та хваттер кĕт: пайçăсене хута кĕрессине ĕнентереççĕ

Çурт-йĕр условине лайăхлатма ăнтăлакансенчен хăшĕсем нумай хваттерлĕ çуртсем хăпартнă чухне пая кĕреççĕ, укçана малтанах хываççĕ. Паянхи куна çапла майпа пирĕн республикăра пурĕ 138 объект çĕклеççĕ.

2 Юпа, 2017

Сирĕн килте ăшă-и?

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăвăн кун йĕркинчи тĕп ыйту çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланни пулчĕ. Кун çинчен строительство министрĕ Владимир Михайлов каласа пачĕ.

Вăл пĕлтернĕ тăрăх — хăш-пĕр районпа хулара социаллă объектсене, нумай хваттерлĕ пурăнмалли çуртсене туллин ăшă панă теме те юрать ĕнтĕ. Вырсарникун 17 сехет тĕлне республика шайĕнче палăртнă пĕтĕмĕшле кăтарту — 68%. Нумай обьекта тунтикун-ытларикун ăшă пама палăртнă.

20 Авăн, 2017

Пĕр пус тÿлемесĕр çĕнĕ хваттере куçнă

Кивĕ çуртсенче пайтах пурăннă çемьесем иртнĕ çулсенче патшалăхран пысăк çăмăллăх курчĕç — «Граждансене Чăваш Республикин территорийĕнче вырнаçнă авариллĕ пурăнмалли çурт-йĕр фондĕнчен куçарасси» программăпа килĕшÿллĕн укçа тÿлемесĕрех çĕнĕ хваттерсем илчĕç.

19 Авăн, 2017

«Приватизацилеме ирĕк памаççĕ»

«Хыпар» хаçатран вулакансем тăтăшах пулăшу ыйтаççĕ. Пĕрисем хăйсене хумхантаракан самантсене уçăмлатасшăн, теприсем халăхăн пысăк ушкăнне канăçсăрлантаракан йывăрлăхсене татса парасшăн. Чăваш Республикин Вĕрентÿ институчĕн общежитийĕнче пурăнакансене акă приватизаци ыйтăвĕ шухăшлаттарать.

«20 ытла çул пурăнатпăр пулин те…»

Pages