Паян ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсамалли муниципалитет тĕллевне еплерех пурнăçланипе паллашрĕ.
Кăçал 128 çурта çĕнетме палăртнă. Юпа уйăхĕн 11-мĕшĕ тĕлне юсава 10-шĕнче вĕçленĕ, 81-шĕнче тăсаççĕ, 16-шне подряд организацине кĕртме килĕшÿ çирĕплетеççĕ, 3-шĕнче ĕç пуçлама çак кунсенче конкурс ирттереççĕ, 18-шĕн проект-смета документне экспертиза витĕр кăларас тапхăр пырать.
Ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркăра граждансене авари пулма пултаракан çуртсенчен куçармалли программăна та сÿтсе яврĕç. 2013-2017 çулсем валли палăртнă çак программа вĕçленнĕ темелле. Çак кунсенче юлашки çуртсем хваттерсен хуçисене йышăнаççĕ. Строительство министрĕ программăн виçĕ тапхăрне пурнăçланă май кивĕ 841 çуртран 9,5 пин çынна куçарнине çирĕплетрĕ. Халь тăваттăмĕш тапхăр та вĕçленсе пырать.