Халăх çурт-йĕре тирпейлĕ тытма вĕренĕ-и?
Пурăнмалли нумай хваттерлĕ çуртсене унччен патшалăх хăйĕн вăйĕпе юсаса тăнă. Çуртра пурăнакансем хăйсен нухрачĕ çак тĕллевпе тăкакланманран пĕрле усă куракан пурлăха йĕркесĕр тытнă. Лифтсем çĕмĕрĕлнĕ, ăшă паракан пăрăхсем шăтнă, ытти тĕслĕх те сахал пулнă-и? Халăхăн тирпейлĕ пулма вĕренмеллех ĕнтĕ. Патшалăх та тепĕр тесен «тĕпсĕр пичке» мар.
2014 çулхи раштав уйăхĕнчен тытăнса республикăри нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансене пĕрле усă куракан пурлăха тĕпрен юсаса тăмалли программăпа килĕшÿллĕн укçа тÿлеттерме тытăннă. Хăшĕ-пĕри çакăн çине сÿрĕк пăхать, взнос хывма тăхтаса тăрать. Çавăнпах ĕçе лайăх йĕркеленĕ районсенче çынсем 90% ытларах та укçа тÿлеççĕ. Взнос 50-60% пухăнман муниципалитетсем те пур. Мĕн тумалла-ха ĕç кал-кал пытăр тесен? Программа ку чухне мĕнле пурнăçланать?
Паян Правительство çуртĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе çак ыйтусем тавра канашлу иртрĕ. Строительство, архитектура, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Владимир Михайлов, «Нумай хваттерлĕ çуртсенчи тĕп юсав ĕçĕсен республика фончĕ» коммерцилле мар организацин гендиректорĕ Олимпиада Епифанова тĕп докладсем турĕç.
М. Игнатьев взнос пуçтарас ĕç çине сÿрĕккĕн пăхакан муниципалитет ертÿçисене сăмах пачĕ. Лешсем çулталăк вĕçлениччен палăртнине пурнăçлама шантарчĕç.