Комментари хушас

19 Авăн, 2017

«Приватизацилеме ирĕк памаççĕ»

«Хыпар» хаçатран вулакансем тăтăшах пулăшу ыйтаççĕ. Пĕрисем хăйсене хумхантаракан самантсене уçăмлатасшăн, теприсем халăхăн пысăк ушкăнне канăçсăрлантаракан йывăрлăхсене татса парасшăн. Чăваш Республикин Вĕрентÿ институчĕн общежитийĕнче пурăнакансене акă приватизаци ыйтăвĕ шухăшлаттарать.

«20 ытла çул пурăнатпăр пулин те…»

Çакăн пирки Лариса Соловей редакцие янă çыруран пĕлтĕмĕр. Ăна вăл общежитире пурăнакансем ыйтнипе çырнă. Хăйсем мĕнлерех лару- тăрăва лекни пирки питĕ тĕплĕн сăнласа кăтартнă унта: «Сирĕн пата Вĕрентÿ институчĕн общежитийĕнче — Шупашкар хулин М.Горький проспектĕнчи 5-мĕш çуртăн 1-мĕш корпусĕнче — пурăнакансем çыратпăр. Пире унта иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче ордерсене тĕпе хурса вырнаçтарнă. 2009 çултанпа эпир çак общежитире институтпа ЧР Вĕрентÿ министерстви вăхăтне палăртмасăр /бессрочно/ тунă найм килĕшĕвне тĕпе хурса пурăнатпăр. Ку общежити — Чăваш Республикин, унпа ЧР Вĕрентÿ институчĕ оперативлă управлени правипе усă курать, урăхла каласан — вăл патшалăх пурлăхĕ пулса тăрать. Çапла 20 ытла çул çемьесемпе пÿлĕмсенче /пĕчĕк габаритлă хваттерсенче/ пурăнатпăр. Вĕрентÿ тытăмĕнче нумай çул ĕçлетпĕр пулин те пире, Раççейĕн ытти гражданĕпе танлаштарсан, пурăнмалли кĕтесе приватизацилессипе çыхăннă ирĕксĕр /правăсăр/ сăлтавсăрах тăратса хăварнă».

Çыру авторĕсем хăйсем пурăнакан пÿлĕмсене приватизацилес ыйтупа çÿреме пуçласан мĕнле чăрмавсемпе тĕл пулни çинчен те тĕплĕн ăнлантарнă: «2010 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче ЧР Вĕрентÿ министерстви пире пÿлĕмсене приватизацилесе пурлăха куçарас ыйтăва иртерех тесе шутлани пирки хурав пачĕ. 2015 çулхи утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче Вĕрентÿ институчĕ приватизаци пирки калакан саккуна аса илтерсе çак общежити специализациленĕ пурăнмалли çурт-йĕр фончĕ пулнине, çавна май ăна приватизацилеме юраманнине пĕлтерчĕ. 2015 çулхи утă уйăхĕн 16-мĕшĕнче ЧР Пурлăх министерстви те вăйра тăракан саккунпа пурăнмалли пÿлĕмсене приватизацилеме май çукки пирки информаци пачĕ. Çав хушăрах федерацин пурăнмалли çурт-йĕр политикин никĕсĕсемпе килĕшÿллĕн иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчен пуçласах пурăнмалли çурт-йĕр фондне муниципалитет пурлăхне куçарассине пăхса хăварнă. Эпир 10 çула яхăн ĕнтĕ общежитие муниципалитет хар-пăрлăхне куçарас ыйтăва татса парас тетпĕр, анчах Чăваш Енри компетентлă ведомствăсенчен тĕплĕ хурав та, нимĕнле ĕç те кĕтсе илеймерĕмĕр, ячĕшĕн çырнă хуравсемсĕр пуçне».

Çырурах асăннă общежитире тĕрĕслевсем иртнине те асăннă: «Тĕрĕссипе вара çак общежитие /А блока, эпир çемьесемпе унта пурăнатпăр/ муниципалитет харпăрлăхне куçарассине пĕр ведомство та хирĕçлемен. Çине-çинех комиссисем килчĕç, çуртăн тăрăмне хакларĕç. 2009 çулхи раштавăн 31-мĕшĕнче Шупашкар хулин администрацийĕ çурта муниципалитет харпăрлăхне куçарас ыйтăва институт ходатайство çырсан пăхса тухма май килнине пĕлтерчĕ. 2011 çулхи юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче «Шупашкар хулин пурăнмалли çурт-йĕр фончĕн управленийĕ» Вĕрентÿ институчĕпе пĕрле общежитин техника тĕрĕслевне ирттерчĕ те А блока йĕркене кĕртме — тивĕçлĕ тăрăм тума — сĕнчĕ. Эппин, хула асăннă çурта муниципалитет харпăрлăхне йышăнма хирĕç мар. 2013 çулта Шупашкар хулин администрацийĕ каллех общежитин техника тăрăмне тĕрĕслерĕ, унăн пĕр пайне /А блока/ муниципалитет пурлăхне куçарас тесе мĕн тумаллине палăртрĕ. Администраципе Вĕрентÿ институчĕ общежитин пĕр пайне куçарасси пирки калаçса татăлнă. Анчах институт каллех çак ĕçе чăрмантарчĕ. 2010 çулхи çĕртме уйăхĕнчех общежитире чăнласах та пурăнакан граждансен шутне тĕрĕслерĕç. Ун чухне общежити çуртĕнче пĕтĕмпе 152 пÿлĕм пулни, вĕсенчен 64-шĕнче /А блок/ çынсем наймăн вăхăтне палăртман килĕшĕвĕсемпе тата ордерсемпе пурăнни паллă пулчĕ. Урăхла каласан, ку общежитире ялан пурăнакан граждансем — 40% /института курссене килекенсем мар/. 47 пÿлĕме курссен вăхăтĕнче слушательсене тата пĕр пÿлĕме арендăна панă. Ыттисем тĕрĕслев вăхăтĕнче пурăнма юрăхсăр пулнă. Унтанпа лару-тăру питех улшăнман. Институт слушателĕсен пысăк пайне общежити кирлĕ мар, мĕншĕн тесен халĕ квалификацие ÿстермелли программăсенчен нумайăшне инçет мелĕпе /дистанционно/ йĕркелеççĕ. А блока та, Б блока та общежитире пурăнакансен тата республика бюджетĕнчен уйăракан укçа-тенкĕ шучĕпе тытса тăраççĕ. Курссене килнĕрен общежитире пурăнакансен шучĕ палăрмаллах чакрĕ терĕмĕр, эппин, ăна тытса тăма республикăна экономика тĕлĕшĕнчен тупăшлă мар. А блока муниципалитета парсан /приватизаци ирĕкĕпе/ Б блока тытса тăма та /ялан пурăнакансем капиталлă юсавшăн тÿлекен укçапа/ май килĕччĕ. Çапла института республика бюджечĕн шучĕпе тытса тăма тивмĕччĕ. Халĕ вара пире асăннă пÿлĕмсенчен кăларса ярас хăрушлăх та пур, мĕншĕн тесен Вĕрентÿ институчĕ вăл специализациленĕ пурăнмалли çурт-йĕр фончĕ пулнине, пирĕн унта пурăнма ирĕк çуккине пĕлтерет. Пирĕнпе срока палăртмасăр /бессрочно/ килĕшÿ тунă пулин те. Пире общежитирен кăларса яма саккунлă нимĕнле сăлтав та çук: хальхи Пурăнмалли çурт-йĕр кодексĕн нормисемпе çак Кодекс вăя кĕриччен йĕркеленнĕ право хутшăнăвĕсен тĕлĕшпе усă курма ирĕк çук».

«Хыпара» янă хуравсем

Çак çырăва ЧР Вĕрентÿ министерствине тата ăна пăхăнакан Вĕрентÿ институтне, ЧР Юстици министерствине, Шупашкар хула администрацине ярса патăмăр.

«Чăваш Республикин 2001 çулхи çу уйăхĕн 3-мĕшĕнче кăларнă «Чăваш Республикин патшалăх пурлăхĕпе усă курасси тата ертсе пырасси çинчен» 12-мĕш саккунĕн 5-мĕш статйипе килĕшÿллĕн пурлăха республика пурлăхĕнчен муниципалитетăнне куçарасси пирки калакан йышăнăва ЧР Ми-нистрсен Кабинечĕ ЧР патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен çакăн пирки пĕлте-рекен сĕнĕвĕсене тĕпе хурса тăвать. Чăваш Республикин патшалăх пурлăхĕ пулса тăракан пу-рăнмалли çурт-йĕре Шупашкар хулин муниципалитет пурлăхне куçарас ыйтăва ЧР Вĕрентÿ министерстви тата Шупашкар хулин администрацийĕ пурлăха куçарасси пирки килĕшсе татăлнине тă-ратсан /РФ Правительствин 2006 çулхи çĕртмен 13-мĕшĕнче кăларнă 374-мĕш постановленийĕпе килĕшÿллĕн çирĕплетнĕ документсен кирлĕ переченĕпе пĕрле/ пăхса тухма май пур», — тенĕ ЧР Юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерствинчен килнĕ хуравра.

Шупашкар хулин пурлăх управленийĕн комитечĕ 2011 çулта ЧР Вĕрентÿ институчĕ М.Горький проспектĕнчи 5-мĕш çуртăн 1-мĕш корпусĕнче вырнаçнă общежитин А блокĕн, учрежденин опе-ративлă управленийĕнче тăраканскерĕн, 3-9-мĕш хучĕсене Шупашкар хулин муниципалитет пурлăхне куçарас шухăшпа сĕнÿ тăратнине пĕлтернĕ. «Управлени специалисчĕсем çак сĕнĕве пăхса тухнă май общежити тăрăмне тĕрĕсленĕ, ун чухне темиçе асăрхаттару тупнă. 2013 çулта тепĕр хут тĕрĕслев ирттерсен те çитменлĕхсем пурри палăрнă. Çак асăрхаттарусем пирки ЧР Вĕрентÿ институтне пĕлтернĕ. Шел, вĕсене хальхи вăхăтчен те пĕтермен, çавна май асăннă общежитин пĕр пайне йышăнма май çук. Çитменлĕхсене пĕтерсен тата ЧР Юстици министерстви килĕшсен ЧР Министрсен Кабинечĕн тивĕçлĕ распоряженине тĕпе хурса пурлăха куçарма май килет», — палăртнă асăннă комитет хуравĕнче.

ЧР Вĕрентÿ министрĕ Юрий Исаев алă пуснă çырура РФ Пурăнмалли çурт-йĕр кодексĕн 92-мĕш тата 94-мĕш статйисемпе килĕшÿллĕн общежитисенчи пÿлĕмсем специализациленĕ пурăнмалли çурт-йĕр шутланнине, çавна май унта граждансен вĕсем ĕçленĕ, службăра тăнă е вĕреннĕ чухне пурăнмаллине пĕлтернĕ. Специализациленĕ пÿлĕмсемпе хваттерсене туртса илме, арендăна, тара пама юраманнине /РФ Пурăнмалли çурт-йĕр кодексĕн VI пайĕнче пăхса хăварнă найм килĕшĕвĕсемпе панисĕр пуçне/ асăннă. «Раççей Федерацийĕнчи пурăнмалли çурт-йĕр фондне приватиза-цилесси çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн общежитисенчи пÿлĕмсене приватизацилеме юрамасть. Вĕрентÿ институчĕн уставĕпе килĕшÿллĕн учрежденире вĕренекенсене общежитире пурăнма вырăн параççĕ. Çапла вара министерство ЧР Вĕрентÿ институчĕн общежитийĕн статусне хальхи пекех хăвармалла тесе шухăшлать», — тенĕ çырура.

«1996 çулта панă ордера тата 2009 çулта панă найм килĕшĕвне тĕпе хурса Л.Б.Соловея институт сотрудникĕ пулнă май 32,3 тăваткал метрлă пÿлĕм панă, унта вăл халĕ те пропискăра тăрать. Анчах 2012 çулхи кăрлачăн 6-мĕшĕнчен пуçласа паянхи кунчченех Л.Б.Соловей та, унăн çемйи те урăх çĕрте коммерци наймĕн килĕшĕвĕпе пурăнаççĕ. Общежити çуртне муниципалитет пурлăхне куçарас ыйтăва Л.Б.Соловей пуçарăвĕпе тĕрлĕ инстанцире темиçе хут та çĕкленĕ. РФ халĕ вăйра тăракан пурăнмалли çурт-йĕр саккунĕсемпе килĕшÿллĕн патшалăх учрежденийĕсен балансĕ çинче тăракан пÿлĕмсемпе хваттерсем специализациленĕ пурăнмалли çурт-йĕр фончĕн шутне кĕреççĕ. РФ Пурăнмалли çурт-йĕр кодексĕн 92-мĕш статйин 3-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн специализациленĕ çурт-йĕрти пÿлĕмсемпе хваттерсене туртса илме, арендăна, тара пама юрамасть. Çакна тĕпе хурсах вĕсене приватизацилеме те май çук. Çавăн пекех Л.Б.Соловей 2016 çултанпа институтра ĕçлеменнине те пĕлтеретпĕр», — çырнă ЧР Вĕрентÿ министерствин хушма професси вĕрентĕвĕн «Чăваш Республикин Вĕрентÿ институчĕ» бюджет учрежденийĕн ректорĕ Сергей Савин алă пуснă çырура.

Уççи-хуппи хăçан пулĕ?

«Эпĕ çырнă çырăва общежитире пурăнакансенчен чылайăшĕ алă пусма хирĕç мар, мĕншĕн тесен пурте условисене лайăхлатасшăн, анчах ĕçсĕр тата пурăнмалли пĕртен-пĕр кĕтессĕр тăрса юласран шикленеççĕ, — тет çыру авторĕ, институтра нумай çул ĕçленĕ преподаватель, психологи наукисен кандидачĕ Лариса Соловей. — Вĕрентÿ институтĕнче иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче ĕçлеме пуçланă тата çав вăхăтрах общежитие вырнаçнă çынсенчен нумайăшĕ пенсие тухнă ĕнтĕ, тепĕр пайĕ тепĕр пилĕк çултан тивĕçлĕ канăва каять. Ипотека илсе хваттер туянма кая юлнă: паянхи кун ипотека кредичĕн проценчĕсем çав тери пысăк мар пулин те. Бюджет организацийĕнче ĕçленĕ май вĕсем малтан та çак утăма тăвайман, ун чухне ипотека ставкисем пысăк пулнă. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.