çурт-йĕр

10 Çурла, 2016

Олег МАРКОВ: Тĕллев — çурт-йĕр пахалăхне лайăхлатасси

Çак отрасле хывакан кашни тенкĕ «кÿршĕллĕ» сферăсенчен вунă тенкĕ таран кÿрет те — строительство комплексĕ пирки тивĕçлипех экономика локомотивĕ теççĕ. Республикăра отрасль мĕнле аталанать, мĕнле йывăрлăхсене çĕнтерме тивет, аталану малашлăхĕ мĕнлерех? Çак ыйтусем тавра ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕпе — строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕпе Олег МАРКОВПА калаçрăмăр.

4 Çурла, 2016

Кĕркуннеччен тасатмалла

Нÿхрепе, тĕпсакайне хĕл валли мĕнле хатĕрленни пахчаçимĕç управлăхне витĕм кÿрет. Тĕрĕс тасатса тирпейленĕ вырăнта пах­чаçимĕç вăрах выртсассăн та ту­ти улшăнмасть, çĕрмест, кăвакармасть.

23 Утă, 2016

«Вилме ан парăр...»

Хисеплĕ «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат редакцийĕнче ĕçлекенсем! Эпĕ Красноармейски районĕнчи Красноармейски салинче, Карл Маркс урамĕнчи 61-мĕш çуртра аннепе тата ывăлпа пурăнатăп. Район больницинчи кухньăра 33 çул тăрăшатăп. Упăшкапа уйрăлнă хыççăн ывăлăмпа анне патне пурăнма куçрăмăр. Саша шкул пĕтерес умĕн килте пушар тухрĕ, пÿрт тăрри çунса кайрĕ, ытти хуралтă сиенленмерĕ. Çынсем пулăшнипе, хамăр тăрăшнипе пÿрт тăррине шиферпа витрĕмĕр. Унтанпа 10 çул та иртрĕ. Пăта çапмасан çурт-йĕр хăвăрт кивелет, çавна май юсав ĕçĕсем тума кредит илес терĕм.

14 Утă, 2016

Мăк хуçалăхра пулăшать

«Выртан каска мăкланнă, çÿрен каска якалнă» текен каларăш пур халăхăмăрăн. Çут çанталăка сăнаса хаклама юратакан чăваш чылай вăхăт выртакан япала мăкланнине çын тавракурăмĕ те хутшăнусăр ансăрланнипе ытарлăн танлаштарнă. Çÿрекен çын якалса, йăрăланса пырать мар-и?

Мăка таçта та тĕл пулатăн. Вăрманта, айлăмлă улăх-çаранта, шурлăхсенче, килти хуçалăхра алă лекмен вырăнсене йышăнать вăл. Сулхăн, хĕвел лекмен хуралтă çийĕнчи шифр та вăхăт иртнĕçемĕн мăкпа витĕнет. Таçта та куратпăр пулин те тĕрлĕрен мăк пулнине пĕлсех каймастпăр та. Хăшпĕр мăк хуçалăхра питĕ кирлĕ материал иккен.

Pages