çурт-йĕр

22 Юпа, 2015

Çурт стенине хулaнлатма

Çуллахи вăхăтра çурта хĕллехи сивĕрен хÿтĕлесси пирки питех шухăшласах каймастпăр. Хĕл çитсен çурта питĕлемеллине ăнкаратпăр. Мĕншĕн тесен çÿхе, япăх стенасем витĕр ăшă нумай каять.

Çурта ăшă тытакан материалпа сăрнин виçĕ паха енне палăртмалла. Хутса ăшăтнă чухне топливо перекетленет /эппин, укçа та/. Йывăç çуртăн ĕмĕрне вăрăмлатать тата хăтлăх кÿрет. Пĕлсе йĕркеленĕ ĕç çурта илемлĕрех тăвать.

3 Авăн, 2015

Нÿхрепе уçaлтарасси

Нÿхреп тунă е унпа усă курнă чухне пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсенчен пĕри - уçăлтармалли пăрăхсене тăвасси тата вĕсемпе тĕрĕс усă курасси.

Хунă çĕрулмипе тымар çимĕç упрама кирлĕ температурăна çитиччен сивĕтме, ытлашши ăшăпа нÿрлĕхе тата продукцирен тухакан газсене кăларса яма, уçă сывлăш кĕртме нÿхрепе уçăлтармалла тăваççĕ. Çак тĕллевпе икĕ пăрăх лартаççĕ. Пĕри - сывлăш кĕртмелли пăрăх, тепри - сывлăш кăлармалли. Сывлăш лайăх куçтăр тесе, вĕсене икĕ шайра тăваççĕ тата тĕрлĕ вырăнта вырнаçтараççĕ.

17 Утă, 2015

Шĕкĕрен мĕнле хăтăлмалла?

Хисеплĕ «Хресчен сасси»! Сирĕнтен пулăшу ыйтса çыратăп. Пÿрт пĕренисене шĕкĕ ернĕ, кăшлать кăна. Унран мĕнле хăпмалла?

Алина Петрова.
Çĕмĕрле районĕ,
Çĕмĕрле ялĕ.

Шĕкĕ йывăç çурт-йĕре пушар пекех пысăк сиен кÿрет. Çавăнпа ăна упрама мĕнпур мелпе усă курмалла: йывăçа типĕтмелле, антисептикпа, антипренпа сăтăрмалла.

21 Çу, 2015

Хваттер маларах илес тесен виççĕмĕш ача çуратмалла

Çамрăксене мĕн ĕмĕртенпех халăхăн ура çинче çирĕп тăрайман пайĕ вырăнне хунă: професси, пурнăç опычĕ те пуянах мар, шалăвĕ те пĕчĕк. Çемье çавăрнă пулсан, ача çуралсан - пушшех те, пулăшмаллах вĕсене. Пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕ - çамрăк çемьесен умĕнче тăракан чи пысăк ыйтусенчен пĕри.

19 Çу, 2015

Пĕлтĕрхинчен ытларах

Чăвашстат кăтартăвĕ тăрăх - кăçалхи тăватă уйăхра республикăра 152,5 пин тăваткал метр çурт-йĕр тунă. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан хута янă лаптăк 42,7 процент ÿснĕ. Пĕтĕмĕшле лаптăкран 36912 тăваткал метр уйрăм çынсен шучĕпе çĕкленнĕ. Ялта тунă çурт-йĕр лаптăкĕ 24905 тăваткал метрпа танлашнă.

Pages