Кивĕ пÿртрен мунча тума юрать-и? Кивĕ мунча вырăнне çĕнĕ пÿрт лартма юрать-и?
ПЕТРОВА.
Çак ыйтăва Василий Иванов хисеплĕ инженер-строитель çапла хуравлать.
Пÿрт пĕренисем çĕрмен пулсан кивĕ пÿртрен мунча тума юрать. Халăхра та кивĕ пÿртрен мĕн те пулин тума юраманни çинчен нихăçан та нимĕн те илтмен. Иккĕмĕш ыйту çине вара хурав кăткăсрах пулĕ. Ыйту тĕрĕссипе инженери, строительство енĕпе çеç çыхăнман пулас. Ыйту авторĕ халăхра çÿрекен сас-хурапа та кăсăкланать.
Пÿрте шĕкĕ ернине сиссенех унпа кĕрешме пуçламалла. Шĕкĕ тапăннине пÿрт пĕренисем е йывăç сĕтел-пукан çинчи пĕчĕк шăтăксем курăнкаланинчен пĕлме пулать. Пĕрене çинче сарă тусан купи курăнчĕ-тĕк - ку шĕкĕ витĕр тухнă пĕрене юлашкийĕ. Çĕрле шĕкĕ сехет пек шакканă сасă кăларать.
Тĕп хулара авалхи çуртсене сыхласа хăварма май килнине, манăн шухăшăмпа, ырламалла кăна. Питĕ хăйнеевĕрлĕ вĕсем, Шупашкар сăн-сăпатне пуянлатаççĕ кăна. Ыйтăвăм çапларах манăн: Зелейщиковăн, Соловцевăн, Ефремовăн пулнă çуртсене миçемĕш çулта лартнă?
Енчен те килте алăксем кăшт çил вĕрнипех уçăлса каяççĕ-тĕк çакă çулленхи юсав ĕçĕсенче алăксене тимлĕх уйăрмалли çинчен калать.
Алăк сулли çине çапнă сăран татки, алăк хăлăпĕнчен туртса çыхнă пусма алăкри кăлтăксене пĕтермест-çке. Тĕрĕссипе вара алăка юсасси пит кăткăсах та мар.
Алăк чĕриклетнине тăпсасене машина çăвĕпе сĕрсе ирттерме пулать. Алăка урайĕнчен пуртă çивчипе е мĕнле те пулин савăл пек япала чиксе çĕклĕр. Тăпса кăшт çĕкленсен хушăкран машина çăвне тумлатăр, алăка темиçе хут уçса хупăр.