Алăк, хапха юсар-ха

5 Нарăс, 2015

Енчен те килте алăксем кăшт çил вĕрнипех уçăлса каяççĕ-тĕк çакă çулленхи юсав ĕçĕсенче алăксене тимлĕх уйăрмалли çинчен калать.

Алăк сулли çине çапнă сăран татки, алăк хăлăпĕнчен туртса çыхнă пусма алăкри кăлтăксене пĕтермест-çке. Тĕрĕссипе вара алăка юсасси пит кăткăсах та мар.

Алăк чĕриклетнине тăпсасене машина çăвĕпе сĕрсе ирттерме пулать. Алăка урайĕнчен пуртă çивчипе е мĕнле те пулин савăл пек япала чиксе çĕклĕр. Тăпса кăшт çĕкленсен хушăкран машина çăвне тумлатăр, алăка темиçе хут уçса хупăр.

Çу вырăнне грифельпе усă курма пулать. Грифель - эпир усă куракан çемçе кăранташ варри. Кăранташ варрине тăпса хушшине хĕстерĕр - алăк йывăрăшĕпе вăл хăех ванать. Графит - нумай вăхăт алăка чĕриклетесрен упрать.

Алăк хăех уçăлса каять-и. Унăн тăпсисене тĕрĕслĕр. Тăпсасем вертикальпе тĕп-тĕрĕс вырнаçса тăмалла. Алăк яланах уçăлса каять пулсан алăк сулли çинчи тăпсана кăштах шаларах куçарса çирĕплетмелле. Мĕн чухлĕ куçармаллине куç виçипе палăртмалла. Енчен те алăк хăех хупăнать пулсан аялти тăпсана пăхмалла. Тăпса айне сăран татки хурса çапмалла, е алăк сулли çинчи тăпсана шаларах куçармалла.

Алăк хирĕнсе уçăлнин пĕр сăлтавĕ - тăпсасем пушанса кайни. Шурупсене вăрăмраххипе улăштарма пулать. Шуруп шăтăкĕсене пĕрме юрать, савăт çумалли çемçе пăралук-мунчала е йывăç таткине çилĕмпе сĕрсе шăтăка çапмалла.

Хăш-пĕр чухне тăпсасене тарăнрах çирĕплетни те алăк хирĕнчĕклĕхне ирттерет. Асăннă мелсемпе хирĕнчĕклĕх пĕтмесессĕн çав тĕлти алăк суллине кăштах рашпильпе хырса илмелле. Алăк вăйлах хирĕнет пулсан тăпсасенчен илсех кăлтăка тÿрлетмелле. Тăпсаран алăка çапла илмелле. Алăка яриех уçса ун айне пуртă е кÿсек чиксе çÿлелле çĕклемелле. Штифта малтан аялти тăпсаран, унтан çÿлти тăпсаран кăлармалла. Çакна иккĕн пурнăçласан аванрах. Алăка кăшт çеç саваласа илмелле пулсан та кăранташпа палăртни йăнăшасран сыхлать. Саваласа илнĕ хыççăн вĕтĕ наждак хучĕпе сăтăрса якатмалла, алăк тĕслĕ сăрăпа сăрламалла. Кирлĕ пулсан тăпса вырăнĕсене куçармалла.

Тăпсасем аванах тăраççĕ, анчах алăк пурпĕрех аннă-тăк тăпсан штифне шайба тăхăнтартмалла, çу сĕрмелле. Пулăшмарĕ пулсан тăпсасене çÿлерех куçарса çирĕплетĕр.

Юсанă майăн алăкри çăран чĕлхи алăк сулли çинчи çăра йăвине тĕл килмесен çакна тÿрлетмелли чи ансат мел - сулă çинчи çăра йăвине кăштах анлăлатни. Шăтăка напильникпе хăйраса пысăклатмалла çеç.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.