Комментари хушас

26 Нарăс, 2015

Дренаж çурта хÿтĕлет

Çурт лартмалли вырăна тĕплĕн шухăшласа суйламалла. Тĕрĕс вырăнта лартнă çуртра хăтлăх кÿме меллĕрех, çурчĕ те çирĕпрех пулĕ.

Çурт лартма вырăн суйланă чухне мĕне тĕпе хумалла-ха?

  •  Пушартан сыхланмалли йĕрке. Ăна пурăнмалли çурт çывăхĕнчи хуралтăсене мĕнле материалтан тунине хакласа палăртмалла. Хăвăрт тивсе каякан материалтан тунă хуралтă çуртран 15 метр аякра пулмалла, кирпĕч хуралтă - 6 метрта.
  •  Санитари йĕрки. Ку йĕрке выльăх-чĕрлĕх вити, таса мар шыв пуçтарăнакан пусă, кÿршĕ пахча чикки миçе метрта пулмаллине палăртать. Выльăх вити - 20 метр, кÿршĕ чикки - 3 метр т.ыт. те.

Çурта ăнăçлă, меллĕ, хăтлă тума май паракан мелсем.

  •  Хĕвел çути çурта хăш енчен ытларах ÿкессе, вăл çурт ăшчиккине яра куна çутăпа мĕн чухлĕ тивĕçтерессе палăртмалла.
  •  Чÿречерен курăнакан ÿкерчĕк сире тивĕçтерĕ-и?
  •  Çил хăш енчен яланах вĕрет çав енне тухакан чÿ­речесем сахалрах пулччăр.
  •  Коммуникаци тытăмне шута илмелле. Электричество, газ кĕртесси, çул тăвасси еплерех пулĕ? Çурта урамран шаларах туни шăв-шавран, тусанран упрать, анчах çурт патне пыракан çул вăрăмланать.
  •  Айлăмра, нÿрлĕ çĕрте çурт тума сĕнмеççĕ. Анчах урăх вырăн суйлама çук пулсан çурта нÿрĕлĕхрен хÿтĕлес йĕркене лайăх пăхăнмалла. Дренажа, гидроизоляцие, çÿллĕ никĕсе тĕпе хумалла. Тăпра тытăмне тĕплĕн тĕпчемелле. Дренажа /шыва çуртран сирмелли система/ тумашкăн тĕплĕн хатĕрленмелле. Тăпра çак вырăнта мĕнлерех? Торфлă е тăмлă, е хăйăрлă-тăмлă пулма пултарать. Çакнашкал вырăнта çурт хăпартас тесен никĕсе мĕнлерех ярас ыйту сиксе тухать. Мĕншĕн тесен нÿрлĕ çĕрте никĕсе янă чухне вăл мĕн йывăрăша тÿсме пултарнине палăртма çăмăлах мар.

Нÿрлĕ тăпран çак енĕсем никĕсе витĕм кÿреççĕ.

Тăпрари шыв сийĕ çиелте выртать. Çуркунне юр ирĕлнĕ вăхăтра, кĕркуннехи вăрах çумăрсем чухне çурт вырăнĕ шывланса тăрать, нÿрĕк тĕпсакайне сăрхăнать, никĕсе пĕтерет. Хĕллехи хаяр сивĕсенче шывак тăпра сийĕ тарăн шăнать, çĕр мăкăрăлса тапса тухать. Никĕсе те тан тапса ишĕлтерет. Хĕвел енчи /кăнтăр енчи/ тăпра хăвăртрах ирĕлет, пусăм çав еннелле вăйланать, никĕс пĕр еннелле пусăрăнма пултарать.

Нÿрĕк çĕрте çурт хăпартма палăртсан тÿрех дренаж пирки те шухăшламалла.

Тĕрĕссипе, дренажа çурт тума пуçланă чухнех туса хăвармалла. Фундамент валли шăтăк алтмалла, унпа пĕрлех никĕсрен 3-4 метрта дренаж валли траншея чавмалла. Çакнашкал меслетпе хывнă дренажа траншея дренажĕ теççĕ.

Дренажа темиçе меслетпе тума пулать.

1. Уçă дренаж. Вăл нÿрĕк çĕрте çеç мар, пурăнмалли кашни çурт тавра пулсан аван. Çумăр шывне никĕ­с­рен сирме кирлĕ. Çурт тавра канав чавмалла, унта çурма пăрăхсем хурса тухмалла. Канав айлăмланса пымалла, пĕр çĕре дренаж пусси тумалла. Унта шыв пуçтарăнать.

2. Траншея дренажĕ. Ăна çуртран 3-4 метрта, никĕ­­срен çур метра яхăн тарăнрах хываççĕ.

3. Çурт çумĕнчи дренаж. Хăйăрлă-тăмлă тăпра пулсан, шыв сийĕ çиелте чухне ку меслет аван. Вăл çурт йĕри тавра 3-4 метрта чавнинчен перекетлĕрех темелле.

Дренаж валли ятарлă шăтăклă пăрăхсем сутаççĕ. Пăрăх диаметрĕ тĕрлĕрен. Вĕсем шыва сăрхăнтарса пуçтараççĕ. Çурт тавра дренаж ĕçне тĕрĕслемелли тата шыв пухăнмалли 3-4 пусă кирлĕ пулать. Пĕр пусси - шыва çуртран аяккарах илсе тухаканни. Пухăннă шыв пусăран çырмана е коллектора каять, тăпрана сăрхăнмалла тума та юрать. Çĕр сĕре нÿрĕк пулсан шыва аяккарах илсе тухмалла.

Нÿрĕ çĕрте никĕсе шыв лекесрен хÿтĕлемешкĕн тул енчен темиçе сий гидроизоляци пулмалла - рубероид е урăх хÿтлĕх пленки, сарăм.

Çурт вырăнĕнчи сĕвеклĕхе сăнăр. Шыва пуçтарса ирĕке кăларакан пусă чи айлăм вырăнта пулмалла.

Дренаж пăрăхĕсем никĕсрен 20-30 сантиметр аяларах выртмалла. Траншея чавнă хыççăн ун тĕпне «геотекстиль» текен пусма сармалла, унтан - вунă сантиметр хулăнăш гранит щебенĕ. Пăрăхсене метрта 2-30 айлăмлантарса хурса пымалла.

Тарăн дренаж валли икĕ сийлĕ шăтăклă хытă пăрăхсем /SN6/ юрăхлă. Çемçе пăрăхсем траншейăра авăнма пултараççĕ, юшкăнпа тулса лараççĕ. Дрена /пăрăхсене/ йăлтах щебеньпе витмелле, çиелтен - 30 см. Щебеньпе хăйăр хутăшĕ те юрать. Пысăк чул катăкĕсем дренаж системине сиенлеме пултараççĕ. Дренажа пăхса тăмалли пусăсем кĕтессенче пĕрре сиктерсе пулмалла. Çурт тÿркĕтеслĕх пек пулсан икĕ пусă та çитет. пусăсене дренаж пăрăхĕсенчен юхса тухакан юшкăна пуçтарма савăт лартма юрать. Ăна вăхăт-вăхăт кăларса юшкăнран тасатмалла. Пусă çук кĕтессенче пăрăхсене кукăр çемçе пăрăхпа сыпăнтармалла. Пусăсене çиелтен хитрелетнĕ хупăсемпе хупласан кил таврашне илемсĕрлетмĕç. Тĕрĕс тунă дренаж вуншар çул хушши тикĕс ĕçлесе çурта нÿрĕкрен хÿтĕлĕ. Тĕпсакайне шыв çуркунне-кĕркунне те кĕмест. Пахча çимĕçе упрасси çăмăлланать. Пÿрт типĕ тăрать, унăн ĕмĕрĕ самаях вăрăмланать.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.