Комментари хушас

26 Нарăс, 2015

Мунча тума юрать

Кивĕ пÿртрен мунча тума юрать-и? Кивĕ мунча вырăнне çĕнĕ пÿрт лартма юрать-и?

ПЕТРОВА.

Çак ыйтăва Василий Иванов хисеплĕ инженер-строитель çапла хуравлать.

Пÿрт пĕренисем çĕрмен пулсан кивĕ пÿртрен мунча тума юрать. Халăхра та кивĕ пÿртрен мĕн те пулин тума юраманни çинчен нихăçан та нимĕн те илтмен. Иккĕмĕш ыйту çине вара хурав кăткăсрах пулĕ. Ыйту тĕрĕссипе инженери, строительство енĕпе çеç çыхăнман пулас. Ыйту авторĕ халăхра çÿрекен сас-хурапа та кăсăкланать.

Мунчана эсир çурт тăвас умĕн çеç пăсатăр пулсан çав вырăнти тăпра тытăмне те шута илме тивет. Ытлашши нÿрĕк мар-и унта тăпра? Таса мар шыва пула тăпра та тасамарланман-и? Халăхра çÿрекен сас-хура тăрăх мунча вырăнне тÿрех пурăнмалли çурт лартма юрамасть имĕш. Тен, çакă шăпах мунча вырăнĕнчи çĕр пахалăхĕпе çыхăннă та. Строительство, инженери тĕлĕшĕнчен тăпра тытăмĕ юрăхлă пулсан çурт-хуралтă лартма чару çук.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.