Комментари хушас

26 Нарăс, 2015

Шĕкĕне пĕтерме пулать

Пÿрте шĕкĕ ерчĕ, мĕнле майпа пĕтерме пулать-ши?

Петр ТИХОНОВ.

Элĕк районĕ.

Пÿрте шĕкĕ ернине сиссенех унпа кĕрешме пуçламалла. Шĕкĕ тапăннине пÿрт пĕренисем е йывăç сĕтел-пукан çинчи пĕчĕк шăтăксем курăнкаланинчен пĕлме пулать. Пĕрене çинче сарă тусан купи курăнчĕ-тĕк - ку шĕкĕ витĕр тухнă пĕрене юлашкийĕ. Çĕрле шĕкĕ сехет пек шакканă сасă кăларать.

Шĕкĕне пĕтерме пит ансатах мар. Тăватă тĕслĕ шĕкĕне палăртаççĕ пĕлекенсем. Йывăçа, пĕренене, сĕтел-пукана сиенлекенни - шĕкĕ - нăрăн хурчĕ /личинки/. Шĕкĕ нăрри пĕрене шăтарса тухнă хуртăн çулĕ çине çăмарта тăвать. Çăмартаран 2-4 эрнерен хурт-шĕкĕ тухать. Вăл йывăçа çĕнĕ йĕр хывса кăшласа ÿсет, хăйне тухмалăх йывăç хăвăлĕ туса нăрă пулма 3-4 эрнелĕх шăпланать. Унтан нăрă пулать те каллех çăмарта хывать.

Сарă тусан купине асăрхасан пĕтĕм çурта тĕрĕслесе тухмалла. Сăрламан вырăнсенче ытларах палăрать унăн ĕçĕ. Шывлă имçампа усă курсан шĕкĕне витĕ­­млĕрех пĕтерме пулать. Перчетке, хÿтлĕх маски тăхăнса шĕкĕ шăтăкĕсене шприцпа имçама ямалла. Пĕренесене темиçе хутчен тапхăрăн-тапхăрăн инсектицидпа /хурт кăпшанкăсене пĕтерекен наркăмăш/ сĕрмелле.

Шĕкĕ нÿрĕк çĕрте лайăх ĕрчет. Çавăнпа пÿрт-çурта яланах уçăлтарса типĕтсе тăни пĕлтерĕшлĕ. Тĕпсакайне çуркунне уçмалла. Шĕкĕ нăррисем тĕттĕ­ме, нÿрĕке кăмăллаççĕ. Июнь пуçламăшĕнче тĕпсакайне тасатмалла, урай хăмисене те дихлофос е çавăн евĕр хутăшпа пĕрĕхмелле. Çак ĕçе çу каçиччен икĕ-виçĕ хут тумалла.

Шĕкĕне пĕтермелли имçама лавккасенче туянма пулать. Килте те имçама хатĕрлеме май пур. Темиçе тĕслĕх илĕпĕр.

  •  3 пай скипидарпа 1 пай краççын хутăшĕ.
  •  Нафталина /2 тÿме/ 100 грамм бензинра ирĕлтернĕ хутăш.
  • Хăвăр хатĕрленĕ шĕвеке 10 мл шприца тултармалла, шăтăксене туличченех ямалла, çиелтен замазкăпа е парафинпа /çăкăр çемçипе те юрать/ хупламалла.
  •  Пĕренесене 60 градус вĕри сывлăшпа вĕртерсе хĕртсен те шĕкĕ çăмартисем, хуртсем пĕтеççĕ. Вĕри хум пĕренене пĕр сантиметр пек çапмалла.
  •  Сĕтел-пукана пĕр-икĕ талăклăх - 5-15 градус сивве кăларса лартни те шĕкĕрен хăтăлма пулăшать.

Тата çакна каламалла. Тĕрлĕрен сăрă, лак, пушартан сыхламалли пропитка, тăвар шывĕпе йĕпетнĕ йывăç япала патне шĕкĕ питех пымасть.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.