Комментари хушас

23 Утă, 2016

«Вилме ан парăр...»

Хисеплĕ «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат редакцийĕнче ĕçлекенсем! Эпĕ Красноармейски районĕнчи Красноармейски салинче, Карл Маркс урамĕнчи 61-мĕш çуртра аннепе тата ывăлпа пурăнатăп. Район больницинчи кухньăра 33 çул тăрăшатăп. Упăшкапа уйрăлнă хыççăн ывăлăмпа анне патне пурăнма куçрăмăр. Саша шкул пĕтерес умĕн килте пушар тухрĕ, пÿрт тăрри çунса кайрĕ, ытти хуралтă сиенленмерĕ. Çынсем пулăшнипе, хамăр тăрăшнипе пÿрт тăррине шиферпа витрĕмĕр. Унтанпа 10 çул та иртрĕ. Пăта çапмасан çурт-йĕр хăвăрт кивелет, çавна май юсав ĕçĕсем тума кредит илес терĕм. Йывăрлăха кĕрсе ÿкрĕмĕр, халь кредитне те тÿлейместпĕр, пÿртне те юсаймастпăр. Ку çырăва куççуль витĕр çыратăп. Малашне епле пурăнмалла-ши? Пире укçа-тенкĕпе пулăшакан тупăнмĕ-ши? ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев патне çыру çырса пăхмалла мар-ши?

Анне те ĕмĕрĕпех Красноармейски райадминистрацинче тирпейлÿçĕре ĕçлерĕ. Шалу сахал илнипе пенси укçин виçи пĕчĕк. 80 çултан иртсен пăртак хушăнчĕ-ха. Вăл та ĕмĕр йывăрлăхра пурăннă. Ашшĕ 1941 çулта вăрçа кайнă та хыпарсăр çухалнă. Анне те, асанне те патшалăхран нимĕнле пулăшу та илсе курман. Чĕререн ыйтатăп, пире вилме ан парăр-ха, пулăшăр-ха тархасшăн.

Сире хисеплесе Ирина Я.

Çырăва хуравлама Красноармейски район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайне ярса патăмăр. Пай пуçлăхĕ Зинаида Петрова çакнашкал хуравларĕ:

«Красноармейски районĕнчи Красноармейски ялĕнче, Карл Маркс урамĕнчи 61-мĕш çуртра пурăнакан Ирина Яковлевăн амăшне пушар хыççăн çурта юсама бюджет шутĕнчен укçа-тенкĕпе пулăшнă. Шел те, ун чухне мĕн чухлĕ уйăрни паян паллă мар, чылай вăхăт иртнĕрен архивра информаци сыхланса юлман. И.Яковлева пурăнакан çуртра виçĕ çын пропискăра тăрать: амăшĕ, ывăлĕ тата Ирина хăй. Çуртăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ — 43,6 тăваткал метр, пурăнмалли — 24. Красноармейски район администрацийĕн 2005 çулхи ака уйăхĕн 21-мĕшĕнчи 129-мĕш «Пурăнмалли вырăнсăр нушаланакан граждансене шута илесси тата пурăнмалли вырăнпа социаллă найм килĕшĕвĕпе тивĕçтересси» йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн Красноармейски районĕн территорийĕнче çемьери кашни çын пуçне 12 тăваткал метр пама йышăннă. Ирина Яковлевăн амăшне хăй вăхăтĕнче пĕр пÿлĕмлĕ хваттерпе тивĕçтернĕ, çемье ăна 2013 çулхи юпа уйăхĕнче сутса ярса хăйсен пурăнмалли условине япăхлатнă.

ЧР Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, 2003 çулхи ака уйăхĕн 22-мĕшĕнчен тытăнса йывăр лару-тăрăва лекнĕ граждансене республика бюджечĕн шутĕнчен пулăшу памалли йĕркене çирĕплетнĕ. Ĕçлемен пенсионера /пĕччен пурăнаканнине/ ятран 10 пин тенкĕ тата унпа пĕрле пурăнакан çемье членĕсене 50 пин тенкĕрен ытла мар тÿлеме йышăннă. Паянхи кун тĕлне Ирина Яковлевăн амăшĕ те, Ирина Яковлевна хăй те Красноармейски район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайĕнчен пурлăх тĕлĕшĕнчен пулăшу ыйтман».

Редакцирен. «Хисеплĕ Ирина Яковлевна! Сире районти социаллă хÿтлĕх пайне çитсе килме, хăвăрăн йывăр лару-тăру пирки ăнлантарса пама сĕнетпĕр. Унсăр пуçне, çÿлерех асăннă «Пурăнмалли вырăнсăр нушаланакан граждансене шута илмелли тата пурăнмалли вырăнпа социаллă найм килĕшĕвĕпе тивĕçтересси» йышăнăва шута илсе Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе канашласа пăхни пăсăк пулмĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.