Мăк хуçалăхра пулăшать

14 Утă, 2016

«Выртан каска мăкланнă, çÿрен каска якалнă» текен каларăш пур халăхăмăрăн. Çут çанталăка сăнаса хаклама юратакан чăваш чылай вăхăт выртакан япала мăкланнине çын тавракурăмĕ те хутшăнусăр ансăрланнипе ытарлăн танлаштарнă. Çÿрекен çын якалса, йăрăланса пырать мар-и?

Мăка таçта та тĕл пулатăн. Вăрманта, айлăмлă улăх-çаранта, шурлăхсенче, килти хуçалăхра алă лекмен вырăнсене йышăнать вăл. Сулхăн, хĕвел лекмен хуралтă çийĕнчи шифр та вăхăт иртнĕçемĕн мăкпа витĕнет. Таçта та куратпăр пулин те тĕрлĕрен мăк пулнине пĕлсех каймастпăр та. Хăшпĕр мăк хуçалăхра питĕ кирлĕ материал иккен.

Çурт-йĕр тăвакана

Йывăçран çурт-йĕр лартаканăн пурана мăклас ыйту та тăрать. Хальхи вăхăтра лавккасенче тĕрлĕрен синтетика материалĕ сĕнеççĕ паллах. Анчах чăн-чăн çут çанталăк материалĕнчен çурт-йĕр хăпартакан çын пурана мăклама та çут çанталăк «сĕнекен» материалах суйласа илет пулĕ. Мăк, кантăр, йĕтĕн, джут, кĕççе — çаксемпе усă курнă мĕн авалтан пурана мăклама. Вĕсенчен чи ăнăçли — мăк. «Мăклас» текен сăмахĕ хăех мăк сăмахран пулнă, пĕлтерĕшне калать мар-и?

Пĕрене мăкламашкăн шурлăх е нÿрлĕ вăрман мăкĕ аван. Ăна латинла сфагнум — çут çанталăк губки — тесе палăртаççĕ. Эпĕ астăвасса та, торф кÿллисенчен çырана мăк кăларса типĕтетчĕç, унпа çуртсене мăклатчĕç. Вăл паха материал пулнине мăн асаттесем ĕмĕрсен хушшинче тĕрĕслесе çирĕплетнĕ. Типĕтнĕ мăкра сывлăш нумай. Нÿрĕкре çитĕнекен, хÿтлĕх антибиотикĕ кăларакан мăка чир-чĕр, кăпшанкă ермест. Çут çанталăк панă микробсемпе кĕрешес пултарулăхĕ мăкăн типсен те юлать. Вăл ăшă ямасть, сывлать, пĕренесене çĕресрен, нÿрĕкрен лайăх хÿтĕлет.

Пурана хумалли мăка тĕрĕс типĕтмелле: ытлашши типĕ пулсан вăл тĕпренет, йĕпе пулсан йывăçа çĕртет. Мăк юрăхлăхне пĕтĕрсе тĕрĕслемелле. Пĕр ывăç мăка тăсарах пĕтĕрмелле, вăл тĕпренет тĕк — ытлашши типсе кайнă, шывпа пĕрĕхмелле, пĕтĕрсе хурсан йăлтах тенĕ пекех сÿтĕлет тĕк — нÿрĕкрех, кăштах типĕтмелле. Типнĕ, мăклама хатĕр мăк пĕтĕрсессĕн çуррине яхăн сÿтĕлет.

Пурана лартнă майăн мăка пĕрене пасĕ çине сарса хумалла, алăпа пусармалла, унтан каллех ывăçласа илсе малтанхи сарăм вĕçне кăштахшар хупласа пырса сарса тухмалла. Мăк сийĕ 2 см яхăн пулмалла. Пурана лартнă хыççăн ытлашши çакăнса тăраканнисене туртса илмелле, пура пусăрăнсан, 4-5 уйăхран йывăç калакпа пĕрене хушшине çавăрса чиксе тухмалла. Пурана, пÿрте тепĕр хутчен 1,5 çултан мăкласа тухмалла. Ку тапхăра çурт лайăх пусăрăнать. Мăк çителĕксĕр тĕлсене çăмăллăнах палăртма пулать.

Пахчаçăна пулăшать

Пахчаçăсене те çак мăк çинчен пĕлни пăсмасть. Орхидея ÿстерекенсенчен чылайăшĕ унпа усă курать те. Орхидейăн сывлăшалла ÿсекен тымарĕсем валли нÿрĕк кирлĕ. Çак тĕллевпе чечек куршакне çиеле нÿрĕ мăк хума юрать е йĕпе мăклă савăта чечек куршакĕпе юнашар лартмалла. Чечексене темиçе кунлăх хăвармалла чухне те куршаксем çине йĕпе сфагнум хуни тăпра типесрен хăтарать.

Йывăр, йÿçек тăпраллă пахчана мăк торфне нумай сапма юрамасть. Унра органика йÿçеклĕхĕсем нумай, тăпра тата йÿçекленме пултарать.

Сывлăхшăн та лайăх

Çĕпĕрти, çурçĕр енчи халăхсем халĕ те сфагнум мăка пуçтарса типĕтеççĕ. Пĕчĕк ача валли «тÿшеке», «памперса» шăпах мăкран тунă. Ача шăкне сфагнум хăвăрт «çăтса» ярать. Микробсене аталанма памасть. Ача йĕпе выртмасть, чир çулăхмасть. Вăрман çыннисем çак мăка сурансене, пÿрлешкесене сиплеме усă кураççĕ. Ура тарланинчен, урари кăмпа чирĕсенчен сипленме пулăшать вăл. Атă-пушмакран кĕрекен лайăх мар шăршăран хăтăлма сфагнума икĕ-виçĕ туна кĕççе вырăнне хумалла, таткаланнăçемĕн улăштармалла. Шăршă çухалĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.