Кĕркуннеччен тасатмалла

Нÿхрепе, тĕпсакайне хĕл валли мĕнле хатĕрленни пахчаçимĕç управлăхне витĕм кÿрет. Тĕрĕс тасатса тирпейленĕ вырăнта пах­чаçимĕç вăрах выртсассăн та ту­ти улшăнмасть, çĕрмест, кăвакармасть.

Тĕп сакайне пахчаçимĕç хума пуçличчен 3-4 эрне маларах тирпейлемелле. Унччен юлнă пахчаçимĕç юлашкине йăлтах кăлармалла, çÿп-çапа пуçтарса тасатмалла. Банка, ещĕк лартмалли çÿлĕксене тĕрĕслемелле. Çÿлĕксем сÿтсе пуçтармаллискерсем пулсан кăларса тасатмалла, типĕтмелле, кирлĕ тĕк çуллă сăрăпа витмелле е извеç хутăшĕпе сăрламалла. Нÿхрепри сывлăш туртакан тата кăларакан пăрăхсене тĕрĕслемелле.

Çуллана юлнă пахчаçимĕç нÿхрепре хăвăртрах пăсăлать, çавна май унта наркăмăшлă газсем пуçтарăнаççĕ. Нÿхреп виттине уçса хунипе çеç наркăмăшлă газсем сĕвĕрĕлмеççĕ, вĕсем сывлăшран йывăр, путăксенче пуçтарăнса тăраççĕ. Çавăнпа нÿхрепе чылайранпа кĕмен тĕк асăрханмалла. Наркăмăшлă газсем пĕрре-иккĕ сывласа илнипех минретсе яраççĕ, çын тăна çухатса ÿкет. Кунашкал инкексем, шел пулин те, пулкалаççĕ. Çавăнпа нÿхрепе пĕччен кĕмелле мар, çиелте тепĕр çын юлмалла. Хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмалла. Çын тăна çухатса ÿксен ăна пулăшма хÿтлĕх япалисемсĕр анни йăнăш. Пулăшмалли хатĕрсемсĕр те ÿкнĕ çынна кăларма май çук. Иртнĕ çул хаçат вулаканĕ нÿхрепе газсенчен тасатмалли пĕр ансат меслетпе паллаштарнăччĕ. Пылесосăн сăхкăчлă пăрăхне нÿхрепе антармалла та ăна 3-4 минут ĕçлеттермелле. Çак меслет нÿхрепе чылайранпа кĕмен чухне те, нÿхрепе дезинфекцилемешкĕн туса ирттернĕ ĕçсем хыççăн та усă курма аван. Электроточка нÿхреп çумĕнче çук тăк электропроводкăна вăхăтлăх тăсмалла.

Нÿхрепе кÿкĕрт /сера/ шашки, армути çунтарса дезинфекцилекенсем те пур. Вăл витĕмлĕ меслет, анчах çак ĕçе питĕ асăрхануллă пурнăçламалла. Пĕр кубла метра 40-50 грамм кÿкĕрт çунтармалла. Кирлĕ виçене шăвăç татки çине хурса чĕртмелле. Кĕтессене, сывлăш çаврăнман вырăнсене кÿкĕртлемелле. Тĕтĕмленĕ хыççăн нÿхрепе, вентиляцие тачă хупмалла, 1-2 талăкран тĕплĕн уçăлтармалла. Кÿкĕртпе перчетке, противогаз тăхăнса ĕçлемелле. Унпа пурăнакан çуртра тĕпсакайне тĕтĕмлеме юрамасть.

Тĕпсакайне извеçлеме пулать. 10 литр шыва 2,5 килограмм извеç, 100 грамм пăхăр купоросĕ ярса пăтратмалла, пĕр талăк лартмалла. Çак шĕвекпе мĕнпур йывăç япаласене шуратмалла. Çÿлĕксене, маччана, стенана т.ыт. Типĕтсе уçăлтармалла. Çак ĕçсене пурнăçланă хыççăн нÿхреп е тĕпсакай управа хатĕр.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.