Хваттерте урамри пек сивĕ: яваплисем ĕçе çывăх кунсенче вĕçлеме шантараççĕ

12 Юпа, 2017

Чăваш Енри хăш-пĕр районпа хулара социаллă объектсене тата пурăнмалли çуртсене çав-çавах ăшă çитмен-ха. Лару-тăрăва республикăн Стройминĕ те, Патшалăхăн çурт-йĕр инспекцийĕ те кунсерен тĕрĕслесе тăраççĕ. Çивĕч ыйтăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тунтикун министрсемпе тата федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсен территорири уйрăмĕсен пуçлăхĕсемпе ирттернĕ канашлура та хускатнăччĕ. Унта вăл яваплисене тивĕçе туллин пурнăçламаллине çирĕппĕн аса илтернĕччĕ.

Чăваш Енĕн Строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерстви паян «Хыпар» издательство çуртне ăшша мĕнпур çуртпа объектăн 99 процентне çитернине пĕлтерчĕ. Çак ĕçе 20 муниципалитетра вĕçленĕ, анчах Патăрьел, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар, Çĕмĕрле, Етĕрне районĕсенче тата Шупашкарта хăш-пĕр çуртпа обьектра ыйту татăлман-ха.

Шупашкарти Ленин проспектĕнчи 52-мĕш çуртра ăшă тытăмне тĕплĕн юсама тытăннă та ĕçе вĕçлеймен. Яваплисем тунтикун ыран тесе пĕлтерчĕç, юнкуна çитсен тата тепĕр дата асăнчĕç – халĕ юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче ăшă пулассине шантараççĕ. Тĕп хуламăрти Мускав проспектĕнчи 39-мĕш çуртра /вăл – музыка училищин общежитийĕ/ ăшă тытăмне юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче юсаса пĕтерме ĕмĕтленеççĕ.

Çĕмĕрлери Щорс урамĕнчи 2-мĕш çуртра та юсав пынине хыпарлаççĕ. Мĕншĕн халь çеç çак ĕçе тытăннине тата хăçан ăшă парассине уçăмлатассишĕн Çĕмĕрле хула администрацийĕн çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн тĕп специалист-эксперчĕпе Иван Будковпа çыхăнтăмăр. Иван Александрович «Хыпар» издательство çуртне пĕлтернĕ тăрăх, ăшă тытăмне тĕплĕн юсас ĕçе эрне-эрне çурăран çеç вĕçлейĕç. Çапах та подряд организацийĕ ыран-виçмине çурта ăшă пĕтĕмĕшле пама шантарать иккен, анчах кайран подъездсенчи хваттерсене самантлăха ăшăсăр хăварса вăхăтлăх тытăмран яланлăххи çине куçарĕç. Юсав ĕçĕ тăсăлса кайнине çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн специалисчĕ юсав предприятине палăртмалли аукцион кая юлса иртнипе ăнлантарчĕ.

Шупашкар районĕнче Мăн Карачурари пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче тата Иккассинчи фельдшерпа акушер пунктĕнче çутăпа ăшăтмалли хатĕрсемпе усă курнин сăлтавне эпир ĕнер пĕлтернĕччĕ. Аса илтерер: Мăн Карачурари пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче вара раштав вĕçĕчченех çутăпа ĕçлекен хатĕрсемпе ăшăнма тивĕ. Район больницин хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Константин Гаврилов "Хыпар" издательство çуртне ĕнер офис валли уйрăм çурт тума тытăнассине шантарчĕ. Çĕнĕ офиса тăвассине строительсем раштав уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле. Район больницин представителĕ ку ыйтăва республикăн сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Викторов та, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та çирĕп тĕрĕслесе тăнине пĕлтерчĕ.

Патăрьел, Сĕнтĕрвăрри, Çĕмĕрле, Етĕрне районĕсенчи хăш-пĕр культура çуртĕнче ăшă хальлĕхе паман.
 

 

Теги: 

Комментари хушас