Пайçăсен ыйтăвĕпе пуçтарăнĕç

14 Кăрлач, 2021

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хушнипе пирĕн республикăн Стройминĕ хваттер илес ĕмĕтлĕ пайçăсемпе эрнесерен тĕлпулу йĕркелет.

Строительство ĕçĕсем вăраха тăсăлнă объектсен тĕлĕшĕпе йĕркелекен калаçăва министерство ятарлă графикпа ирттерĕ. Унăн графикне хатĕрлесе министерство сайтĕнче вырнаçтарнă. Унта Çĕнĕ Шупашкарти тата Шупашкарти объектсене кĕртнĕ.

Тĕл пулусене хула администрацийĕсенче тăрăшакан тÿре-шара, прокуратура ĕçченĕсем, Пайçăсен правине хÿтĕлекен республикăри фондăн пайташĕсем хутшăнаççĕ. Мероприятие хальлĕхе 8 хутчен йĕркеленĕ. Ыран, сăмах май, черетлĕ тĕлпулу 15 сехетре Çĕнĕ Шупашкарта иртĕ. Унта асăннă хулари Симĕс бульварти 3А çуртри объектăн пайçисем пухăнĕç.

Çакна та палăртмалла: хăйсем чылайранпа кĕтнĕ хваттер уççине пĕлтĕр 529 ытла пайçă кĕтсе илнĕ. Раштавăн 30-мĕшĕнче Шупашкарти Трактор тăвакансен проспектĕнчи 42-мĕш позицие (çурта «Гранит СК» тулли мар яваплă общество хăпартса лартнă) хута янă. Пĕлтĕр Çĕнĕ Шупашкарта «Юлташсем валли çурт» тата Шупашкарти Юханшыв порчĕ çывăхĕнче «Альбатрос» çурт-йĕр комплексĕсене туса пĕтернĕ.

www.hypar.ru

Вера ЭВЕРККИ хатĕрленĕ. minstroy.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас