Комментари хушас

Кивĕ çуртсенче пайтах пурăннă çемьесем иртнĕ çулсенче патшалăхран пысăк çăмăллăх курчĕç — «Граждансене Чăваш Республикин территорийĕнче вырнаçнă авариллĕ пурăнмалли çурт-йĕр фондĕнчен куçарасси» программăпа килĕшÿллĕн укçа тÿлемесĕрех çĕнĕ хваттерсем илчĕç.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2012 çулта ятарлă указ кăларнă хыççăн РФ Правительстви 2013 çулта авариллĕ фонда пĕтермелли ĕçсене çирĕплетрĕ. Часах çынсене юхăнчăк çуртсенчен çĕнĕ хваттерсене куçармалли программа йышăнчĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕ республикăн çÿлте асăннă программине те çав çулах ырларĕç. Унпа килĕшÿллĕн 2017 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен авариллĕ 841 çуртри 12,85 пин çынна /4,79 пин çемьене/ ишĕлсе анас патне çитнĕ пурăнмалли вырăнсенчен çĕнĕ хваттерсене куçармалла пулнă.

"Программăн I-III тапхăрĕсенче 9,51 пин çын ыйтăвне татса парса Чăваш Ен хăйĕн умне лартнă тĕллеве пурнăçларĕ, — пĕлтерчĕ ЧР строительство министрĕн пĕрремĕш çумĕ Максим Иванов. — IV тапхăра вĕçлесе пыратпăр. Шупашкарта, Шупашкар районĕнче нумай хваттерлĕ 6 çурт хăпартнă тата Канаш, Комсомольски, Куславкка, Çĕмĕрле, Етĕрне районĕсенчи, Çĕмĕрле хулинчи пурăнмалли вырăн рынокĕнче 259 хваттер туянса панă".

IV тапхăрта Шупашкарта нумай хутлă 6 çурт хута янă. Журналистсен ушкăнĕ юнкун 4-шĕнче /Шупашкарăн Соляново микрорайонĕ/ пулса курчĕ. Вĕсем илемлĕ, çутă, хăтлă. 144 хваттерлĕ çурта кĕрсе куртăмăр. Пĕр пус тÿлемесĕр пурăнмалли вырăн илни — кашни çемьешĕн пысăк телей. Вĕсенче пурăнакансем чи малтанах çакна палăртрĕç. Чылайăшне малтанхинчен пысăкрах лаптăклă хваттер панă, хушма тăкакне хыснаран уйăрнă укçаран саплаштарнă.

Çапла вара çĕршывра авариллĕ пурăнмалли çуртсенчен çĕнĕ хваттерсене куçармалли программăна пурнăçламалли тапхăр вĕçленет. Унăн ырлăхĕпе пирĕн республикăра кăна 12,77 пин çын усă курать.

Юрий МИХАЙЛОВ.