Чĕрĕк ĕмĕр урлă каçнă лифтсене 2020 çулччен ылмаштармалла

28 Пуш, 2017

2013 çулхи нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕччен хута янă, 25 çултан кая мар ĕçленĕ лифтсене Чăваш Енре ылмаштарма палăртаççĕ. Улăштармасан юсаса çĕнетме. Кун пирки паян Чăваш Енĕн Стройминĕнче иртнĕ канашлура сăмах хускатнă.

Республикăри нумай хваттерлĕ çуртсенчи лифтсен тăрăмне, вĕсене çĕнетессине сÿтсе явма министерствăн, Шупашкар хула администрацийĕн тата Нумай хваттерлĕ çуртсене тĕплĕ юсассипе ĕçлекен республикăри фондăн специалисчĕсем пуçтарăннă.

Канашлура палăртнă тăрăх, лифт ылмаштарасси çĕршыв шайĕнче те приоритетлă тĕллев шутланать. Раççейĕн Стройминĕн Общество канашĕ çумĕнче лифт хуçалăхĕ енĕпе комисси йĕркеленĕ. Вăл пуçарнипе регионсенче лифт ылмаштармалли программăна аталантарма кредитламалли проект хута кайнă. Чăваш Ен те унта хутшăнасшăн. Таможня союзĕн техрегламентĕнче пăхса хăварнă тăрăх, 2013 çулхи нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕччен вырнаçтарнă, 25 çултан кая мар ĕçленĕ лифтсене е ылмаштармалла, е юсаса çĕнетмелле.

www.hypar.ru

Комментари хушас