Хваттере харпăрлăха куçарма кая юлман
Приватизацилеме ĕлкĕрейменнисен кулянмалла мар. Хваттере е пÿлĕме харпăрлăха куçармалли саккун хăй вăйне çухатман.
Аса илтерер, пĕлтĕр черетлĕ хутчен ылмаштарнă хыççăн приватизаци тапхăрĕ кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӗҫленмеллеччӗ. Пурлăха харпăрлăха куçармалли вăхăта унччен миçе хут тăсса панин шутне çухатрăмăр ĕнтĕ. Документа улшăну кĕртмессерен ăна хатĕрлекенĕсем: "Хальхинче - юлашки хут", - тесе шиклентеретчĕç.
Чăваш Енĕн Юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерстви кăçалхи нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕнче вăя кĕнĕ 14-мĕш номерлĕ федераци саккунĕ пирки пĕлтерет. Çав хутра пăхса хăварнă тăрăх, приватизаци тапхăрне палăртман вăхăтлăха тăснă.
Комментари хушас