Комментари хушас

19 Кăрлач, 2017

Ăçта сывлaм ÿкет е стенана мĕншĕн питĕлемелле?

Çанталăк вăйлăрах сивĕтсен пÿртри кĕтессем, стена, чÿречесем тарланине асăрхама пулать. Чÿрече икĕ е виçĕ хутлă пулни те тарланинчен хăтараймасть тепĕр чухне. Мĕншĕн? Физикăра çакна сывлăм ÿкекен тĕл /точка росы/ тесе палăртаççĕ. Стена тарласси çулла курăк, çĕр çине сывлăм ÿкнипе пĕр пекех, сывлăш нÿрĕклĕхĕпе тата температура выляса тăнипе çыхăннă. Мĕншĕн çĕр çине сывлăм ÿкнине пăхса тухăпăр. Çулла хĕвел ансан кăнтăрлахи ăшă тăруках уçă сывлăшпа улшăнать. Сывлăша çĕртен яланах шыв пăсланса хăпарать. Сывлăш сивĕннипе çулçăсем те хăвăрт сивĕнеççĕ, пăс вара сывлăшран сивĕрех япала çине /чĕрĕ курăк/ пуçтарăнса чăмăртанать, сывлăм пулать. Сывлăшра нÿрĕк пысăк чухне сывлăм вăйлăрах ÿкет.

Пÿртре стена е чÿрече тарласси те çак йĕркепех пулса пырать. Тултан сивĕ сывлăш çапать, пÿртрен — ăшă. Пÿрт стени çÿхерех е стенара хушăк-çурăк пулсан пÿртри стена конденсат лармалли япала пулса тăрать. Стена нÿрелесси пÿртри ăшăран, нÿрĕклĕх виçинчен тата тулашри температурăран килет. Пÿрте сивĕ çĕртен кирек мĕнле япала илсе кĕрт — тарлать. Сăмахран, пÿртре 20 градус ăшă, 40% нÿрĕклĕх пулсан конденсат ларма /тарлама/ пÿртри япалан Œ6 градус тата унран сивĕрех пулмалла. Нÿрĕклĕх 60% пулсан тултан илсе кĕнĕ япалан тарламашкăн Œ12 градусран пĕчĕкрех температурăллă пулмалла. 80% нÿрĕклĕх пулсан япала Œ16,5 градусран пĕчĕкрех температурăллă пулмалла. Нÿрĕклĕх 100% пулсан 20 градус ăшă япала та пÿлĕмре тарлать.

Пÿртри вăтам кăтартусем, 80% нÿрĕклĕх, 20 градус ăшă чухне, япалана тарлама Œ16,5 градус ăшă е унран пĕчĕкрех пулмалла. Пÿртри, ирĕкри температура стенан ăшă тытаслăхĕ мĕнлине кура, сывлăшри пăс сывлăмланас тĕл те "куçать". Стена анлăшĕн кирек хăш тĕлĕнче те пулма пултарать вăл. Стенан шалти енче, тулаш енче е тата варринче те. Ирĕкри, шалти температура нÿрĕклĕх улшăннине кура конденсат лармалли тĕл /точка росы/ улшăнать. Сывлăм тĕлĕ стенан шалти енчерех чухне вăл вăйлăрах нÿрелсе тăрать. Чылай вăхăт нÿрĕк тăрсан çав тĕл кăвакарма пуçлать. Пăнтăха пула сывлăш япăхать. Çавăнпа стена нÿрĕленнине асăрхасан ăна питĕлессипе ĕçлемелле.

Стенана шалтан е тул енчен ăшă тытакан материалпа хÿтĕлеме пулать. Ăстасем шал енчи стенана хулăнлатнине ырламаççĕ. Лайăхрах меслет — тул енчен çурта питĕлесси. Кун пек чухне конденсат пÿрте лармасть. Сывлăм тĕлне /нÿрелекен вырăна/ ăшăтакан материал тул еннелле куçарать. Шалти стена вара типĕ юлать.

Стенана шалтан ăшă материалпа хулăнлатас тесен çакна шута илмелле. Стена яланах типĕ пулсан ăна шал енчен питĕлеме юрать. Урамра вăйлă сивĕтсен çеç кăштах нÿрелсен те шалти хÿтлĕх çырлахтарма пултарать.

Енчен те стена яланах нÿрĕкрех пулсан ăна шал енчен кăна хÿтĕлени вырăнсăр. Кун пек чухне сывлăм тĕлли стена варрине юлать. Шалти стена нÿрелсе тăракан пулать. Тем вăхăтран кăвакарма та пуçлать. Стена яланах сивĕ тăрать тăк çурта тулаш енчен ăшă тытакан материалпа хулăнлатмалла. Кун пек чухне хушма хÿтлĕх сий ăшăпа сивĕ вылявне хăй çине туртса илет. Стенана сивĕ вăйлă лекменнипе конденсат унта пухăнмасть, вăл типĕ юлать. Çуртăн ĕмĕрĕ те самаях вăрăмланать. Ăшă лайăх тытакан çурта хутса ăшăтасси те çăмăлрах, тăкаксăртарах.

Çурт стенине хулăнлатас меслетсем халĕ чылай. Пенопласт, пенополистирол, минвата, хушма кирпĕч сийĕ т.ыт.те. Паллах хуçа хăйне кирлĕ меслете материал, ĕç пахалăхне, хакне, ĕçе кам пурнăçланине кура суйласа илет.

Çурта ăшă тытмалла тумалли хăшпĕр меслетпе вулаканăмăрсене иртнĕ çулхи номерсенче пичетленĕччĕ. Хаçат тусĕсем, хăвăрăн ĕç опычĕпе паллаштарсан аванччĕ.

Халĕ чылайăшĕ пластик чÿрече лартма тăрăшать. Тепĕр чухне пластик чÿрече те тарланине курсан тĕлĕнеççĕ: "Тарламасть тенĕччĕ-çке-ха!" Чылай чухне çакă пÿртри сывлăш çаврăнăшĕ, температура кирлĕ пек пулманнипе çыхăннă. Пÿртри температурăна чÿрече çумнерех виçсе пăхмалла. Ăшă Œ20 градусран пĕчĕкрех пулсан пÿртре сивĕрех, ăшă çителĕксĕр, кантăк çине конденсат ларать.

Пÿртри нÿрĕклĕхе виçмелле — пÿртĕн варринерех. Кун валли ятарлă прибор кирлĕ. Пурăнма хăтлă, сывлăхшăн лайăх нÿрĕклĕх виçи — 50-55% пулмалла. Çакăн пек нÿрĕклĕх çыншăн лайăх пулин те чÿречешĕн меллех мар — урамра сивĕ пулсан вăл тарлать. Çакă каллех маларах çырнă сывлăм пулăмĕпе çыхăннă.

Ытларах пĕр камерăллă пластик чÿречесем тарлаççĕ. Мĕншĕн тесен кунашкал чÿречесен кантăкĕсен хушши ансăр. Çавăнпа шалти чÿречене сивĕ çапать те вăл тарлать. Кантăк хулăнăшĕ те пĕлтерĕшлĕ. Стандартпа вĕсем 5 мм хулăнăшлă пулмалла. Ялти çуртсем валли икĕ камерăллă стеклопакет суйласан аванрах. Шалти кантăк тарласа пăшăрхантармĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.