Тумла юхать, тумла пуçа та шăтарать

28 Нарăс, 2017

Çуркунне çывхарнă май çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕсемшĕн тепĕр яваплăх хушăнать: çивиттине юртан тата пăртан тасатмалла. Çак ĕçе вăхăтра пурнăçламаннине пула инкек сиксе тухасси те часах.

Вăрмар районĕнчи прокуратура унти çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн управляющи компанийĕ çак енĕпе епле тимленине ятарласах тĕрĕсленĕ. Мĕн тетĕр? Нумай хваттерлĕ çуртсен çивиттине тасатман. Ку вара РФ Çурт-йĕр кодексне тата Çурт-йĕр фондне эксплуатацилессин правилисемпе нормисене пăснине пĕлтерет. Тумла тумлани юрĕ-ха, анчах иртен-çÿрен çине персе анас хăрушлăх сиксе тухать-çке. Управляющи компани ячĕпе прокуратура асăрхаттару хучĕ шăрçаланă. Ăна пăхса тухнă хыççăн яваплине административлă майпа явап тыттарнă.

Рубрика: 

Комментари хушас