Çивĕч ыйту

9 Чÿк, 2016

Интернет çамрăк ăрăва усала ан вĕренттĕр

Пурнăç тĕлĕнмелле хăвăртлăхпа аталанать. Ун таппипе тан ĕлкĕрсе пыма та йывăр. Паянхи кун, сăмахран, Интернетпа пĕтĕм тĕнче усă курать. Темиçе çул каялла кăна эпир ун çинчен тĕлĕкре те тĕлленменнине ĕненес те килмест. Кибернетика лайăхран лайăх шая çĕкленсе пынине ырламалла, анчах... Тĕнчене карса илнĕ «эрешмен картин» сиенлĕ енĕсемпе кĕрешмесĕр те пурăнма май çук. Çапла, компьютер е информаци уçлăхĕллĕ урăх хатĕр хальлĕхе этемлĕхе усăллă хыпарсемпе кăна тивĕçтерме «вĕренсе» çитеймен-ха.

8 Чÿк, 2016

«Сулахай» эрех сутассине тĕпрен кăкламалла!

ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Чăваш Республикинче право йĕркине тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен координаци канашлăвĕн ларăвĕнче халăх хальхинчи пек йышлă пулнине астумастăп — лăк тулли зал. Кун йĕркинчи тĕп ыйту алкоголь рынокĕнчи лару-тăрăва тишкересси пулнă май эрех суту-илĕвĕпе ĕçлекен компанисен ертÿçисене те чĕннĕ те — çавăнпа пушă вырăн çук иккен.

2 Чÿк, 2016

Градуслă сĕрĕм тыткăнĕнче

Республикăра халăх эрех ĕçесси чакни сисĕнет, алкоголь психозĕн пуçламăш чирĕпе аптăрасси те палăрмаллах сахалланнă. Çав вăхăтрах çул çитмен çамрăксем алкогольпе ытларах та ытларах туслашса пыраççĕ, вĕсем спиртлă шĕвексемпе наркăмăшланнă тĕслĕхсем нумайланнă — акă мĕншĕн медиксем чан çапаççĕ.

ЧР наркодиспансерĕнче ĕнер журналистсемпе ирттернĕ тĕлпулура та спиртлă продукцин тата ăна пĕр чарусăр сутнин сиенлĕ витĕмĕ пирки тĕплĕ те çивĕч калаçу пулчĕ.

27 Юпа, 2016

Çынсен чунсăрлăхĕ сусăр чĕрине амантать

Катя Самойлова 16 çул тултарсан йытă-повадырь пирки /куç япăх тата пачах курман çынсене ертсе çӳремешкĕн ятарласа вĕрентнĕ йытă/ ĕмĕтленме тытăннă. 18-мĕш çуралнă кунне паллă тусанах вăл çакнашкал йытăсене хатĕрлекен шкула кашни кун тенĕ пекех шăнкăравлама пуçланă. Вăхăт нумаях та иртмен — Катьăна Мускава тăватă ураллă тусĕпе паллашмашкăн чĕннĕ. «Час-часах шăнкăравланă хĕрача килчĕ», — Чăваш Ен ачине курсан пăшăлтатма тытăннă пансионатра. Катя Вакса ятлă лабрадорпа тӳрех пĕр чĕлхе тупнă. Чăваш Ене таврăннă чухне Çĕр çинче унран телейлĕ çын пулман: тинех вăл шкула хăй тĕллĕн çӳреме тытăнĕ, ашшĕ-амăшĕ пулăшмасăрах уçăлма тухĕ…

5 Юпа, 2016

Чутейсем çул кĕтеççĕ...

Пылчăклă урампа типĕрех е çеремлĕрех вырăн шыраса асăрханса утакан кинемей пире курсан кăмăлсăрланса сăмах хушрĕ: "Кăçалах лайăх çул туса паратпăр тесе каланăччĕ — тÿрре тухмарĕ ахăр. Ав, çав-çавах пылчăк çăратпăр..." Тăвай районĕнчи 300-е яхăн киллĕ Чутей ялĕнче асфальт çул пур-ха.

Pages