Комментари хушас

2 Чÿк, 2016

Градуслă сĕрĕм тыткăнĕнче

Республикăра халăх эрех ĕçесси чакни сисĕнет, алкоголь психозĕн пуçламăш чирĕпе аптăрасси те палăрмаллах сахалланнă. Çав вăхăтрах çул çитмен çамрăксем алкогольпе ытларах та ытларах туслашса пыраççĕ, вĕсем спиртлă шĕвексемпе наркăмăшланнă тĕслĕхсем нумайланнă — акă мĕншĕн медиксем чан çапаççĕ.

ЧР наркодиспансерĕнче ĕнер журналистсемпе ирттернĕ тĕлпулура та спиртлă продукцин тата ăна пĕр чарусăр сутнин сиенлĕ витĕмĕ пирки тĕплĕ те çивĕч калаçу пулчĕ.

Чăваш Енĕн тĕп психиатр-наркологĕ Ирина Булыгина палăртнă тăрăх — алкоголь продукцине, спиртлă тĕрлĕ хутăша кирек ăçта та тата кирек хăçан та туянма май пурри нумайăшне ĕçкĕпе туслашма пулăшать. Францире, сăмахран, шăматкун-вырсарникун лавккасем эрех сутмаççĕ-мĕн. Хаяр шĕвеке кану кунĕсенче хупахсенче çеç тутанма май пур. Унашкал заведенисене вара çул çитмен çамрăксене кĕртмеççĕ. Пирĕн ку енĕпе нимĕнле чару та çук. Асăннă çĕршывра кашни 5 пин çын пуçне алкоголь сутакан пĕр вырăн тивет, Раççейре — 7 хут нумайрах. Ирина Евгеньевна шучĕпе — пирĕн çĕршывра та эрехе уйрăм лавккасенче сутни вырăнлă. Хальлĕхе вара спиртлă шĕвексене кашни лавккарах туянма пулать. Унта çăкăр илме кăна кĕнĕ çын та витрина çинчи кĕленчесене курсан çуттине е хĕрлине туянасси часах.

Çапах шурă халатлисене уйрăмах пăшăрхантараканни — «фанфурик» текен шĕвексен суту-илĕвĕ анлă сарăлни. Республикăри «Сывă наци» общество организацийĕн хастарĕсем ятарласа аптекăсем тăрăх рейдсем ирттереççĕ. «Эпĕ çÿрекен 8-мĕш аптекăра мансăр пуçне хайхи «фанфуриксене» туянман çын çук та», — тĕлĕнтерчĕ çак организаци председателĕ Кирилл Лукин. Эрех — хаклă, вăт, ĕçкĕçсем аптекăсем эмел тесе сутакан спиртлă шĕвекпе кăмăлне пусараççĕ те. «Асептолин» шĕвекĕн, 70-90 градуслăскерĕн, пĕр кĕленчи 23 тенкĕ кăна — ăна туянакан пайтах. Сутуçăсене, çав аптекăсен хуçисене услам туса пултăр — клиент ача кăна пулнине пăхса тăмаççĕ, укçа парсан ним ыйтмасăр тыттарса яраççĕ.

«Сывă наци» хастарĕсем ятарласа çул çитмен çамрăксене аптекăна хайхи шĕвеке туянма янă — ачасем «Асептолина» пĕр чăрмавсăр туяннă. Çакăн хыççăн общество юхăмĕн представителĕсем унта полицие те чĕнсе илнĕ. Анчах — усăсăр. Пакунлисем килнĕ, ĕç-пуçа тĕрĕсленĕ, унтан çамрăксене спиртлă шĕвек сутакансене явап тыттарма май çук тесе хурав панă: вĕсен хăтланăвĕнче преступлени сĕмĕ çук... Лавккара çул çитмен çамрăка эрех сутнăшăн явап тыттараççĕ-ха, анчах ку тĕслĕхре яшсем эрех мар, эмел туяннă вĕт — мĕнле яваплăх пултăр? Саккун çапла-ха та...

Акă мĕншĕн Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш Енри хĕрарăмсен союзĕ çумĕнчи Ашшĕсен канашĕн председателĕ Владимир Викторов иккĕленмест: тивĕçлĕ саккунсем йышăнмалла. Сăмахран, асăннă йышши шĕвексене аптекăсенче рецептпа кăна сутассине çирĕплетмелле. Тепĕр тесен йĕрке тумалли ытти меслет те пур. Сăмахран, çав «Асептолинах» хальхи пек пăкăллă пĕчĕк кĕленчесене мар, пĕчĕк-пĕчĕк ампулăсене тултарса сутма пулать. Тепĕр тесен паян, сăмахран, алла дезинфекцилеме мамăка çав шĕвекпе йĕпетсе усă куракан сахал-тăр, сутлăхра спиртлă салфеткăсем пур — вĕсем меллĕ. Çавăнпа та, калăпăр, «Асептолина», çавнашкал ытти шĕвеке сутлăхран кăларнипе никам та нимĕн те çухатмĕ.

Общество юхăмĕсем тăрăшаççĕ-ха — çивĕчлĕхе сирес кăмăл пысăк. Анчах тепĕр чух пайташăн çунакансем пĕтĕм кăмăла çапса хуçаççĕ. Хĕрарăмсен союзĕ тăрăшнипех тĕп хула администрацийĕ Шупашкарти чылай аптека хуçипе спиртлă шĕвексене пĕр алла икĕ кĕленчерен ытла сутмалла марри пирки калакан меморандума алă пуснă. Анчах хăшпĕр усламçă документа алă пуснă та — унта мĕн çырни пирки çийĕнчех маннă пулас. Вĕсен аптекисенчи ĕç-пуçпа кăсăкланнă май çакă палăрнă: мĕнле сутнă — çаплипех сутаççĕ, ĕçкĕçсем «фанфуриксене» икĕ кĕленче кăна мар, чылай ытларах та туянма пултараççĕ.

Чарусем кирли куç­кĕрет, çав вăхăтрах Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Ольга Зайцева çакă çителĕксĕррине те йышăнать: «Хĕрарăмсен алкоголизмĕ, ялти алкоголизм текен ăнлавсем те çуралчĕç. Кирек мĕнле мероприяти — сĕтел çинче эрех пулмалла. Чăннипе вара кунашкалли чăваш халăхĕн йăлинче пулман вĕт. Пирĕн йăласем ĕçпе çыхăннă. Ахальтен мар эпир «Чи урă ял» ăмăрту та ирттеретпĕр. Эрех ĕçмесĕр киленмелли майсем те пайтах. Калăпăр, спорт. Паллах, чи малтан çемьерен пуçламалла. Пĕррехинче эпир шкул пĕтерекенсенчен çапла ыйтнăччĕ: сире чăн-чăн атте-анне пулма вĕрентеççĕ-и? Шел те, кунашкал воспитани çук. Профессие вĕрентеççĕ, атте-анне пулма вара — çук...»

— Çĕршыв историйĕн тăршшĕпех Раççее е вăйпа ярса илесшĕн, е ĕçке ертесшĕн, — пĕтĕмлетрĕ калаçăва Владимир Викторов. — Ĕçке ернĕ çынсен илемлĕ те сывă ачасем çуралмаççĕ. Вăйлă наци пулмашкăн пирĕн халăхăн урă пулмалла. Кам та пулин «ку усал мана пырса тивмест-ха» тени вырăнсăр — çивĕч ыйту кашнине шухăшлаттарма тивĕç.

Николай КОНОВАЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.