Çынсен чунсăрлăхĕ сусăр чĕрине амантать

27 Юпа, 2016

Катя Самойлова 16 çул тултарсан йытă-повадырь пирки /куç япăх тата пачах курман çынсене ертсе çӳремешкĕн ятарласа вĕрентнĕ йытă/ ĕмĕтленме тытăннă. 18-мĕш çуралнă кунне паллă тусанах вăл çакнашкал йытăсене хатĕрлекен шкула кашни кун тенĕ пекех шăнкăравлама пуçланă. Вăхăт нумаях та иртмен — Катьăна Мускава тăватă ураллă тусĕпе паллашмашкăн чĕннĕ. «Час-часах шăнкăравланă хĕрача килчĕ», — Чăваш Ен ачине курсан пăшăлтатма тытăннă пансионатра. Катя Вакса ятлă лабрадорпа тӳрех пĕр чĕлхе тупнă. Чăваш Ене таврăннă чухне Çĕр çинче унран телейлĕ çын пулман: тинех вăл шкула хăй тĕллĕн çӳреме тытăнĕ, ашшĕ-амăшĕ пулăшмасăрах уçăлма тухĕ…

Хута кĕрекен сахал

Катя сывах çуралнă. Вăл ыттисем пекех илемлĕ тавралăхпа киленнĕ. 4 çулта чухне садикре хĕрача пуçĕ çине ӳкнĕ. Çавăнтанпа унăн куç çивĕчлĕхĕ япăхланма тытăннă. 9 çул тултарсан Катьăшăн çутă кун пач тĕттĕмленнĕ.

Европăри çĕршывсемпе танлаштарсан, Раççейре куç курманнисене ертсе çӳрекен йытăсене сайра-хутра çеç курма пулать. Пирĕн республикăра куç курман 6 çыннăн çеç пур вăл. Çынсем йытăпа пыракан хĕрĕ çине çаврăна-çаврăна пăхни, тĕлĕнсе сăнани амăшĕн чĕрине çĕçĕпе чикнĕн ыраттарнă. Хĕрĕ хыçĕнче пыраканскер куççуль кăлармасăр чăтайман. Пĕррехинче, шкула кайнă чухне, Катя йытăпа пынине икĕ хĕр телефон çине ӳкернĕ — циркра тейĕн. Людмила Викторовна чăтайман — вĕсем патне пынă, кун пек тума юраманнине асăрхаттарнă. Лешсем амăшĕн чунран тухнă сăмахĕсене хăлхана чикмен. Пушшех те — киревсĕр сăмахсемпе кăшкăрашма тытăннă. Çакна йăлтах Катя илтнĕ… Вăл кашни сăмаха чĕре çывăхне илет, пăшăрханать.

Çынсен чунсăрлăхĕ Катьăн чĕрине амантнине амăшĕ питĕ лайăх туять. Общество транспортĕнче, урамра, лавккара сивĕ сăмах илтсен хĕрача куççульпе йĕрет. Вакса нумаях пулмасть çеç, авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнче, хуçине тупнă. Халĕ унăн хулари чылай вырăнпа паллашма тивет. Çула пĕр хутчен кăтартсан вăл ăна астуса юлать. Пĕр кунхине Катьăпа амăшĕ Ваксăна общество транспорчĕпе çӳреме хăнăхтарас тесе 8-мĕш троллейбуса ларнă. Людмила Викторовна хыçалти ларкăч çине вырнаçса хĕрне сăнанă. Кондуктор, ватă хĕрарăм, Катя патне пырсан йытăшăн укçа тӳлеме ыйтнă. Саккунпа килĕшӳллĕн, хуçине ертсе çӳрекен çак чĕрчун общество транспорчĕпе тӳлевсĕр çӳрет. Кун пирки троллейбусра çырса хуни те пур. Людмила Викторовна кондуктора ăна вулама сĕннĕ. Анчах лешĕ чăвашла темĕн çухăрашнă /Катьăпа амăшĕ чăвашла калаçнине ăнланмаççĕ/. Тепĕр чарăнура пĕр хĕрарăм пысăк сумкине сĕтĕрсе троллейбуса кĕнĕ, тӳлевсĕр çӳреме ирĕк паракан удостоверение кăтартнă. Хайхи кондуктор унпа питĕ кăмăллăн калаçнă, багажшăн пĕр пус та ыйтман. «Эсир сусăра пулăшакан йытăшăн укçа тӳлеме ыйтатăр. Багажшăн мĕншĕн тӳлеттерместĕр вара?» — чăтаймасăр çапла ыйтнă Людмила Викторовна. Лешĕ темĕн мăкăртатса салон тăрăх утнă.

Тепрехинче Катя 14-ри тусĕпе Шупашкарти пĕр суту-илӳ центрне кайма тухнă, 44-мĕш маршруткăна ларнă. Анчах салонри çынсем йытăпа кĕнĕшĕн кăмăлсăрланма, темĕн те пĕр каласа хăртма тытăннă. Ваксăн çурăмĕ çинче хĕрлĕ хĕрес пулни вĕсемшĕн ниме те пĕлтермен. Пĕр арçын йытта урипе тапма пуçланă. Вакса, тӳрех хăраса ӳкекенскер, урайне лапчăнса выртнă. Салонри пĕр çын та куç курман хĕрача хӳттине кĕмен. Водителĕн сăмахĕсем те Катьăн чĕрине ыраттарнă: «Эсир салонран тухмасăр ниçта та тапранмастпăр!» Хĕрача хускалмасăр выртакан Ваксăна урама хăех йăтса тухнă. Кун хыççăн вĕсем 2-мĕш маршрутпа çӳрекен троллейбуса ларнă. Унта та пассажирсем ырă куçлă, хуçине чунран парăннă йытă çыртасран хăраса ӳкнĕ-ши — тарăхма пуçланă. «Троллейбуса йытăпа кĕме юрамасть», — çапла калаçни илтĕннĕ салонра. Юрать, кондуктор Катьăна хӳтĕленĕ: «Эсир, мĕн, курмастăр-им? Йытăн çурăмĕ çинче — хĕрлĕ хĕрес, вăл куç курман хĕрачана ертсе çӳрет». Çак хĕрарăм Катя умне пырса тăнă, унашкал йытăсем хуçине пулăшни пирки салонри пассажирсем валли «лекци» вулама тытăннă. Катя ырă чунлă çынсем пурришĕн савăннипе куççульне чарайман…

Суккăр çынна ятарлă йытăпа пĕрле лавккана, аптекăна, суту-илӳ центрне, больницăна е ытти учреждение кĕме чаракан çын саккуна пăсать. Ваксăна Шупашкара илсе килсен Катя шкула хăй тĕллĕн çӳреме пултарнăшăн питĕ савăннă. Анчах унта та чăрмавсем сиксе тухнă: пĕлӳ çуртне йытăпа кĕме ирĕк паман. Амăшĕ хĕрне ирхине ăсатнă, йытта киле çавăтса кайнă, каçхине илме килнĕ. Эппин, кун пек çӳресен йытă мĕн тума кирлĕ? Ку ыйтупа Самойловсем Шупашкарти ятарлă шкул интернат /унта куç япăх тата пачах курманнисем вĕренеççĕ/ директорĕпе Олег Якимовпа нумай калаçнă. Малтанах вăл йытă валли ятарлă пӳлĕм уйăрма шантарнă. Анчах чĕрчунăн яланах хуçипе юнашар пулмалла-çке-ха. Унтан тепĕр кăлтăк сиксе тухнă: Роспотребнадзор шкула йытăпа кĕме ирĕк памасть имĕш. «Пирĕн пата кĕçех «Çамрăксен хаçатĕнчен» килеççĕ. Катьăна шкула Ваксăпа кĕме ирĕк паманнине вĕсене епле ăнлантармалла?» — тӳрремĕн ыйтнă Людмила Викторовна. Пĕр сехет те иртмен — йытă валли пӳлĕм тупăннă. Çав кунах хĕрачана урока йытăпа çӳреме ирĕк панă.

— Вăхăт иртнĕçемĕн куç курман çын пĕр хăнăхнă вырăнта çирĕппĕн çӳреме тытăнать. Çавăнпа пирĕн ачасене сыввисенчен уйăрса илме те çук: кирлĕ çĕрте пăрăнаççĕ, чарăнаççĕ… Манăн шухăшпа, шкулта ятарлă йытă ертсе çӳрени кирлех те мар, — мĕншĕн кунашкал лару-тăру сиксе тухнине ăнлантарчĕ Олег Геннадьевич.

— Тен, Катьăн уроксене те йытăпа çӳрес килет? Ку саккуна пăсни мар-çке, — пирĕн калаçу малалла сыпăнчĕ.

— Эпир хирĕçлеместпĕр. Анчах йытă çирĕп хăнăхăвĕнчен тухма пултарать. Çавна май Катя йытă юнашаррине туйтăр тесе условисем туса пама тăрăшрăмăр, пӳлĕм уйăрса патăмăр. Çитменнине, пур ачан та йытăпа хутшăнма юрамасть. Тен, хăшĕ-пĕрин аллерги? Ашшĕ-амăшĕ те хирĕçлеме пултарать-çке-ха. Çавăнпа ку ыйтăва — Катьăна урока Ваксăпа çӳреме ирĕк парассине — майĕпен татса пама шухăшларăмăр.

Шкул ертӳлĕхĕ ку ыйтăва журналистсенчен хăранипе тăрук татса панă-и е çук-и — пĕлтерĕшлĕ мар, чи кирли — Катя Самойлова халĕ яланах тусĕпе юнашар: урокра та, килте те, урамра та. Вăл вĕреннĕ вăхăтра, 7 сехет, Вакса урайĕнче пĕр хускалмасăр, никама чăрмантармасăр выртать. Ĕçĕ унăн çавнашкал: хуçи команда памасăр пĕр утăм та тумасть. Тăхтав вăхăтĕнче ачасем Ваксăпа выляççĕ. Тăватă ураллă тусĕ пĕр авăк вылянă хыççăн каллех хăйĕн кĕтесне выртать. Катя Ваксăпа чухне хăйне хевтесĕр туймасть…

5-мĕш класра вĕренекен Диана Ваксăна пĕрремĕш хут курсан ун патне чупса пынă. Унăн та куçĕ курмасть. Хĕрача хăйне ертсе çӳрекен йытă пирки ĕмĕтленет. Йăмăкĕпе иккĕшĕ пластилинран лабрадор ăсталаççĕ те унпа выляççĕ. «Мĕнле йытă вăл — лабрадор? Мĕн тĕслĕ вăл? Куçĕ, сăмси еплерех?» — вун-вун ыйту парать Диана амăшне. Хĕрача 18 çул тултарасса чăтăмсăррăн кĕтет. Ун чухне çеç ятарлă йытă илме май пур-çке-ха. «Анне, пирĕн пĕр пӳлĕмлĕ хваттере сутса пысăкраххине туянмалла, унсăрăн мана йытă памĕç», — тенĕ хĕр пĕрчи амăшне. Людмила Викторовнăпа калаçса тăнă хушăра Диана амăшĕпе пĕрле шкултан тухрĕ. Хĕрача тӳрех Катьăн йыттине тата Артемăн лабрадорне ачашлама тытăнчĕ. Унăн питĕнче хаваслă йăл кулă çиçрĕ. Дианăна телейлĕ пулма нумаях та кирлĕ мар. Ятарлă йытă парсан вăл урамра амăшĕ пулăшмасăрах çӳреме ĕмĕтленет…

Людовик — шанчăклă тус

И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн юридици факультетĕнче 2-мĕш курсра вĕренекен Артем Абрамов Людовик ятлă йытăпа кăçалхи çу уйăхĕнче туслашнă. Халĕ вăл хăй тĕллĕнех урама уçăлма тухать. Каçхине тăрук лавккана каймалли сăлтав тупăнать-и — амăшĕ ывăлне пĕр хăрамасăрах ярать. Унпа юнашар — Людовик, вăл шанчăклă тус.

Артема йытта хăлха илтменнисемпе куç курманнисене пулăшакан «Со-единение» фонд парнеленĕ. Унччен вĕсем, 2014 çулта, социаллă страхлав фондĕнче черетре тăнă. Анчах темшĕн пăр вырăнтан тапранман. 2015 çулта хăлха илтменнисемпе куç курманнисен çыравĕ иртнĕ. Ун чухне Артем амăшĕпе пĕрле Мускава кайнă. «Ывăлăма ертсе çӳрекен йытă пулнă тăк питĕ аванччĕ», — тенĕ çыравçăсене Любовь Николаевна. «Со-единение» фонд шăпах грант выляса илнĕ. Çак укçапа вĕсем куç курман çынсем валли йытăсем хатĕрленĕ. Вĕсенчен пĕри шăпах Артема лекнĕ. Ятарлă йытăсене хатĕрлекен шкул коллективне, уйрăмах — Олег Исаенко директора, шанчăклă тус парнеленĕшĕн тав тăваççĕ Абрамовсем.

Унччен Артем университета йытăсăрах çӳ­ренĕ. 52-мĕш маршруткăна ăна амăшĕ лартса янă. Ывăлне вăл малти ларкăч çине вырнаçтарма тăрăшнă — капла кирлĕ çĕрте анса юлма меллĕрех. Анчах пĕррехинче водитель питĕрнĕ алăка уçман, Артемăн ирĕксĕрех салона ларма тивнĕ. Любовь Николаевна диспетчер патне шăнкăравланă, «Водителĕн малти алăка питĕрме ирĕк пур-им?» — кăсăкланнă вăл. Кайран леш арçынна ертӳлĕхрен пĕçерккĕ лекнĕ. Çапах лăпланман-ха вăл — Артема сăмахпа кӳрентерме хăтланнă. Пĕтĕмĕшле илсен, Абрамовсем ку маршрутпа çӳрекен водительсем тĕлĕшпе кăмăллă. Чылайăшĕ Артемран укçа ыйтмасть. Саккунпа килĕшӳллĕн, маршруткăра сусăр çын валли тӳлевсĕр пĕр вырăн пур. Диспетчерсем те Артема маршруткăна вырнаçма яланах пулăшаççĕ.

Çулла Любовь Николаевнăпа Артем Шупашкарти Мускав проспектĕнче вырнаçнă республика больницине кайнă. Вахтăра ларакан ватă хĕрарăм вĕсене кĕртесшĕн пулман, кăшкăрма тытăннă: «Йытта урамра хăварăр! Кунта чĕрчунпа кĕме юрамасть!» Полици чĕнессипе хăратнă вăл. Людовика урамра епле хăварăн? Ăна ятарласа вĕрентмешкĕн çĕр-çĕр пин тенкĕ тăкакланă-çке-ха. Артемпа амăшĕ çӳлти хута хăпарнă. Унччен те пулман — тĕреклĕ, полици тумĕллĕ хĕрарăм, унти хуралçă, вĕсен енне утнине асăрханă. «Йытă ăçта? Илсе тухăр кунтан! Сире суда паратăп, явап тыттаратăп! Санэпидемстанци чĕнетĕп!» — хăратнă хайхискер. Тархасшăн — Абрамовсем пĕрех суда выляса ярас çук, саккун вĕсен енче. Кăштахран больница заведующийĕ вĕсем патне çитнĕ. Вăл йытă хĕрлĕ хĕреспе пулнине курсан йăлтах ăнланнă, куççульпе йĕрекен Любовь Николаевнăна ыталаса лăплантарнă, каçару ыйтнă.

— Кӳмепе çӳрекен сусăр çынсем валли пандуссем тăваççĕ. Куç курманнисем йытăпа çӳрени — çакнашкал пулăшăвах. Çынсем ывăлăма çул урлă каçма пулăшаççĕ-и, маршруткăна лартса яраççĕ-и — питĕ савăнатăп. Анчах хăшĕ-пĕри манăн ывăл пеккисене ăнланасшăн мар. Сусăрсем тĕрлĕ ăмăртура палăрсан мухтанса калаçаççĕ. Вĕсене пулăшмашкăн алă тăсмалла чухне вара пăрăнаççĕ, — чунра пухăннă кулянăвĕпе пайланчĕ Любовь Николаевна.

Йытта пули-пулми апат çитерме юрамасть. Лавккаран ятарлă типĕ апат туянмалла. Вăл кунне 400 грамм апат, ирхи 6-ра тата каçхи 6 сехетре, çиет. Çакăншăн çулталăкне 70-80 пин тенкĕ кăларса хума тивет. Кунашкал 1 михĕ апат 4600 тенкĕ тăрать. Çулталăкне вара 7-8 михĕ туянмалла. Е йытта рис е хура тул пĕçерсе çитермелле. Ĕнен 200 грамм пĕçернĕ какайне виçсе памалла. Анчах ку, лавккара туяннă апатпа танлаштарсан, тата хакла ларать. Тăкакăн пĕр пайне, 21 пин те 700 тенкине, Социаллă страхлав фончĕ саплаштарать. Ытти — çемье кĕсйинчен. Ку темех мар, чи кирли — Артемпа Катя хăйсем тĕллĕн çӳреме пултарни. Вĕсем питĕ туслă. Артем хĕрачана йытăпа лавккана кĕме, апат-çимĕç суйлама вĕрентет.

Ятарлă йытăпа çӳрекен суккăр çынна больницăна, шкула е ытти çĕре мĕншĕн кĕртесшĕн маррине чухлама йывăр мар: санитари нормисене пăсасран хăраççĕ. Çынсем транспортра çак чĕрчунран хăранипе шăв-шав çĕклеççĕ. Анчах нумайăшĕ йытта ятарлă шкулта тĕплĕ хатĕрленине пĕлмест. Вăл хуçине çеç итлет, унăн сăмахĕ çак йытăшăн — саккун…

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

Автор сăнӳкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.