Çивĕч ыйту

12 Ака, 2017

Пуçаруллисем телее ют çĕрте шырамаççĕ

Ял тăрăхĕн администрацийĕнчен халăх кунĕпех татăлма пĕлмест. Кашнин — хăйĕн ыйтăвĕ. Василий Егоров та ирех çитнĕ: çамрăк çын ерçÿллĕ самант тупса çурт-йĕр çавăрассипе çыхăннă ыйтăва татса парасшăн. Механизатора вĕренсе тухнă хыççăн тăван тăрăхрах юлнă вăл, çемьеллĕ пулнă.

Татмăшра кайăк юрри те илĕртÿллĕрех

7 Ака, 2017

Юхать эрех хваттерсенче, гаражсенче...

Пĕлтĕр кăна маркăламан алкоголĕн 8 пин кĕленчи-савăтне туртса илнĕ

Суррогат алкогольпе çынсем наркăмăшланнă тĕслĕх юлашки вăхăтра çине-çинех. Çав шутра — Чăваш Енре те. Шел те, алăран мар, лавккара туяннă эрех те яланах шанчăклă мар — шăпах çакăн пек пĕтĕмлетÿ турăм Раççей ШĔМĕн Шупашкарти управленийĕн экономика хăрушсăрлăхĕн тата коррупципе кĕрешекен пайĕн ĕçченĕсемпе калаçнă хыççăн.

Вун-вун пин литр...

30 Пуш, 2017

Сывлăх пурлăхран хаклă

2017 çул — Раççейре Экологи çулталăкĕ. Кăçал çĕршывра экологи лару-тăрăвне лайăхлатассипе, çут çанталăк пуянлăхне упрассипе пысăк ĕçсем тума палăртнă.

Ăçта тасарах?

22 Пуш, 2017

Музей хăйĕн çĕнĕ вырăнне хăçан тупĕ-ши?

Иртнĕ кĕркунне, авăн уйăхĕнче, Красноармейски салинче музей шырани асрах-ха. Малтанхи çурчĕн алăкĕ çинче çăра çакăнса тăратчĕ. Ăçта куçнине те пĕлтермен. Иртен-каян çĕнĕ вырăнне кăтартса ячĕ-ха. Анчах эпĕ палăртнă вырăнта та музей тесе çырнине курмарăм. Трак енсен аваллăхĕпе паллашасси пулмарĕ. Кăмăлăм юлчĕ ун чухне.

Pages