Комментари хушас

12 Ака, 2017

Пуçаруллисем телее ют çĕрте шырамаççĕ

Ял тăрăхĕн администрацийĕнчен халăх кунĕпех татăлма пĕлмест. Кашнин — хăйĕн ыйтăвĕ. Василий Егоров та ирех çитнĕ: çамрăк çын ерçÿллĕ самант тупса çурт-йĕр çавăрассипе çыхăннă ыйтăва татса парасшăн. Механизатора вĕренсе тухнă хыççăн тăван тăрăхрах юлнă вăл, çемьеллĕ пулнă.

Татмăшра кайăк юрри те илĕртÿллĕрех

Вырăнти хăй тытăмлăх пуçлăхĕпе Вячеслав Ефимовпа Елена Семенова эксперт специалист ăна çурт-йĕр çавăрасси çинчен калакан саккун йĕркипе тĕплĕн паллаштарчĕç тата амăшĕн капиталĕн укçипе усă курма май пуррине аса илтерчĕç. Вячеслав Михайлович палăртнă тăрăх — çĕр ыйтăвĕпе килекен çамрăксем уйрăмах йышлă. Сăлтавсăр мар паллах: Элĕк районĕнчи Ехремкасси ял тăрăхĕ пĕрлештерсе тăракан 13 ялти 1065 кил хуçалăхĕнче пурăнакан 2408 çынран пĕрре-виççĕмĕш пайĕ — яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç. Василий Егоров та ав телейне çичĕ ютра шыраман, ăна Ехремкасси тăрăхĕнчех тупнă. Çемьене тытса тăмалăх тупăш кÿрекен ĕçĕ те юнашарах — вырăнти предприниматель патĕнче тăрăшать. Пултарулăхне кура Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипедине те тивĕç пулнă вăл. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.