Юхать эрех хваттерсенче, гаражсенче...

7 Ака, 2017

Пĕлтĕр кăна маркăламан алкоголĕн 8 пин кĕленчи-савăтне туртса илнĕ

Суррогат алкогольпе çынсем наркăмăшланнă тĕслĕх юлашки вăхăтра çине-çинех. Çав шутра — Чăваш Енре те. Шел те, алăран мар, лавккара туяннă эрех те яланах шанчăклă мар — шăпах çакăн пек пĕтĕмлетÿ турăм Раççей ШĔМĕн Шупашкарти управленийĕн экономика хăрушсăрлăхĕн тата коррупципе кĕрешекен пайĕн ĕçченĕсемпе калаçнă хыççăн.

Вун-вун пин литр...

Тĕп хулари алкоголь продукцийĕн рынокĕ чăннипех анлă: ликерпа шурă эрех завочĕ пур, алкоголе 784 объектра сутаççĕ, çавăн пекех тăхăр организаци çак продукципе курттăммăн тивĕçтерет. Эппин, градуслă шĕвек калăпăшĕ питĕ пысăк — пĕтĕмпех сăнаса-тĕрĕслесе тăма пĕртте çăмăл мар.

Çапах полици тĕлĕрмест. Кăçалхи нарăсра асăннă пайăн тата ЧР ШĔМĕн экономика хăрушсăрлăхĕн пайĕн сотрудникĕсем пĕрле ĕçлесе самай пысăк ушкăнăн саккунсăр ĕçне чарса лартма пултарнă. Ултă çынран тăракан ушкăн Шупашкарта тата республикăри районсенче суррогат алкоголь продукцийĕн суту-илĕвне анлăн йĕркеленĕ. Ассортимент та пуян пулнă: шурă эрех, виски, текила... Çак шĕвексене республика тулашĕнчен çур литрĕшĕн вăтамран 50 тенкĕ тÿлесе Чăваш Ене кÿнĕ. Акциз маркисĕр алкоголĕн 370 пин тенкĕлĕх черетлĕ партине тиенĕ икĕ Газель Шупашкара çитсен нарăсăн 17-мĕшĕнче пакунлисем вĕсене тытса чарнă. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.