Çивĕч ыйту
Хаярлăх çуратакан мультфильмсем
Кукамăшĕ лавккана апат-çимĕç патне тухсан 5-ри мăнукне хваттерте пĕчченех хăварнă. «Винкс» мультфильм пăхнă хыççăн хĕрача хăйне çунтарса янă. Унăн кĕлеткин 50% пиçсе кайнă. Йывăр сурансене пула Соня Подольская чутах вилмен. Ăна çăлса хăварассишĕн тухтăрсем çине тăрса кĕрешнĕ.
«Лидер» тата «Шанхай» пĕр чĕлхе тупĕç-ши?
2012 çулта Шупашкарти Мясокомбинат тăкăрлăкĕн 7-мĕш лини урамĕнче пурăнакансем пулăшу ыйтса «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçата çыру янăччĕ. Вĕсен çĕрĕ те, çурчĕ те харпăрлăхра мар. Çынсене нумай хутлă çуртсене куçарма е укçан компенсаци пама тĕллев тытнă. Унтанпа çакăнти лару-тăрупа паллаштарсах тăтăмăр. Правительствăра та, хула администраци шайĕнче те çĕклерĕç ку ыйтăва. Хальлĕхе никам та çĕнĕ хваттере куçман-ха. Çынсем, паллах, лайăххинех шанаççĕ.
Пурнăç миллион «лайкран» хаклăрах
Юлашки вăхăтра çамрăксен хушшинче селфи ÿкерĕнесси анлă сарăлчĕ. Ку сăмахпа кĕсье телефонĕ фотоаппарат «тивĕçĕсене» пурнăçлама тытăннă хыççăн час-часах усă курма пуçларĕç. Халĕ ют чĕлхерен килнĕ сăмах пĕлтерĕшне ача садне çÿрекенрен пуçласа аслă ÿсĕмри çын таранах пĕлет.
Парăмри таркăнсем
Республикăра паянхи куна ачисен умĕнче парăмра — 8170 çын. Вĕсенчен 800 ĕçне амăшĕсем алимент тÿлеменнипе пуçарнă. Хĕрарăмсенчен шыраса илмелли парăм — 168 млн тенкĕ. Пепкисене кун çути парнеленĕ, анчах вĕсене ÿстерес тивĕçне пурнăçламаннисем çамрăксен йышĕнче те, аслисен хушшинче те пур. Чи çамрăк анне-парăмçă 1995 çулта çуралнă. Çĕмĕрле районĕнче пурăнать вăл. Тĕпренчĕкĕ умĕнчи парăм — 51 пин тенкĕ. Чи асли вара 1959 çулта кун çути курнă. Вăл та пĕр пепкине пулăшмасть, çавăнпах унăн алимент виçи 262 пин тенкĕпе танлашнă. Паллах, кашни тĕслĕх — пайăр. Кашни хĕрарăмăн — уйрăм шăпа.
Pages
- « первая
- ‹ предыдущая
- …
- 23
- 24
- 25
- 26
- 27
- 28
- 29
- 30
- 31
- …
- следующая ›
- последняя »