Комментари хушас

9 Çĕртме, 2016

Кил-çурчĕ чаплă, клубĕ вара...

"Эх, клуба çĕнетсен-и?.. Паллах, халăх ытларах çÿреме тытăнĕ", - тет Канаш районĕнчи Ăвăспÿрт Кипечри Ирина Михайловна Митрофанова.

Кунти культура çуртне ертсе пырать вăл. Паян тепĕр çыннăн хуралти унран чаплăрах пулĕ. Ара, ялти чиркÿпе танлаштарсан та уйрăмлăх çĕрпе пĕлĕт хушшинчи пекех. Лешĕ инçетренех çуталса ларать. Ăна тума çак ялта çуралса ÿснĕ, халĕ инçетре пурăнакан ентеш нумай пулăшнă теççĕ. Халăх та укçа пуçтарса хăй тÿпине хывнă. Çакна кура çамрăксен, паллах, чаплă та хăтлă клуба çÿрес килет. Çавăнпах вĕсем çĕнĕ культура çуртне чăтăмсăррăн кĕтсе пурăнаççĕ.

Вĕсене çухатас мар тесе Ирина Михайловна клуба тăтăшах чăваш эстрада çăлтăрĕсене йыхравлама тăрăшать. Эпир çитнĕ кун та Шупашкартан черетлĕ ушкăн çитессе пĕлтерчĕ. Хĕллехи вăхăтра "Каçхи улах" кружок ĕçлет-мĕн. Хĕрарăмсем пĕрле пуçтарăнса илемлĕ япаласем çыхаççĕ, пĕр-пĕринчен вăл е ку алă ăсталăхне вĕренеççĕ. Выставка йĕркелес тĕлĕшпе Ирина Митрофанова ялти ватăсенчен упранса юлнă тĕртнĕ пир кĕпесем, ĕлĕкхи ытти япалсем пуçтарнă.

Хăтлăха вĕреннĕ çыннăн кунашкал çурта хаваспах ура ярса пусас килменнине ăнланмалла. Вăл самаях кивĕ. Хăй ларакан пÿлĕмри чÿречене хĕрарăм уçма та шикленет. Кантăкĕ темиçе вырăнта çурăлнăран хашакĕнчен тухса ÿкме те пултарать. Кăштах сăн кĕртес тĕлĕшпе çÿхе стена çине обойсене Ирина Михайловна хăй çыпăçтарнă. Çулла сивве туймастăн, хĕлле клубра, ахăртнех, ал-ура самаях шăнать. Куракансем ларакан пÿлĕмре те ăшă батарейисем тăтăшах шăтаççĕ иккен.

Пĕрре - сивĕрен, тепре çурт ишĕлсе анассинчен шикленет халăх. "Ара, кун пек çурта мĕнле ĕçлеттереççĕ вара?" - тетĕр пулĕ-ха. Паллах, надзор органĕсем ăна тĕрĕслесех тăраççĕ. Пушар сигнализацийĕпе тивĕçтернĕрен хальлĕхе вăл ĕçлет. Çитес хĕле кĕмешкĕн хатĕрленме, юсаса илемлетме виçĕ банка сăрă панине асăнчĕ клуб заведующийĕ.

"Çĕнĕ çурт тăвасси пирки калаçаççĕ-и?" - ыйтрăм унран. "Шантараççĕ, вырăнти ертÿçĕ строительствăна проекта кĕртес тĕлĕшпе тăрăшать, анчах пурте унран килмест-çке", - пулчĕ хурав.

Çынсемпе калаçнă май кунти ял тăрăхĕн пуçлăхне ытла хурланине илтмерĕм. Вĕсем ĕнентернĕ тăрăх - пурнăçа лайăхлатма, чăн та, ăнтăлать-мĕн. Анчах çĕнĕ культура çуртне Ăвăспÿрт Кипечсен тата мĕн чухлĕ кĕтмелле-ши?

"Районта пирĕннинчен япăхраххи те пур", - асăнчĕ калаçура клуб ертÿçи. Апла ял халăхне чăтăмлăх сунмалли çеç юлать. Пурри çук мар тенине тĕпе хурсан кивви, тен, "чунĕ" тухичченех ларĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.