Парăмри таркăнсем
Республикăра паянхи куна ачисен умĕнче парăмра — 8170 çын. Вĕсенчен 800 ĕçне амăшĕсем алимент тÿлеменнипе пуçарнă. Хĕрарăмсенчен шыраса илмелли парăм — 168 млн тенкĕ. Пепкисене кун çути парнеленĕ, анчах вĕсене ÿстерес тивĕçне пурнăçламаннисем çамрăксен йышĕнче те, аслисен хушшинче те пур. Чи çамрăк анне-парăмçă 1995 çулта çуралнă. Çĕмĕрле районĕнче пурăнать вăл. Тĕпренчĕкĕ умĕнчи парăм — 51 пин тенкĕ. Чи асли вара 1959 çулта кун çути курнă. Вăл та пĕр пепкине пулăшмасть, çавăнпах унăн алимент виçи 262 пин тенкĕпе танлашнă. Паллах, кашни тĕслĕх — пайăр. Кашни хĕрарăмăн — уйрăм шăпа. «Куккук» амăшĕсем пирки Суд приставĕсен федераци службин Чăваш Енри управленийĕн исполнени производствине тĕрĕслекен пай пуçлăхĕпе Мария Кудряшовăпа курса калаçрăмăр.
— Парăмрисен пысăк пайĕ — ашшĕ-амăшĕн правинчен хăтарнисем. Алимент тÿлеменнисен йышне лекнисен хушшинче пурнăçра тĕрлĕ лару-тăрăва çакланнисем пур. Сăмахран, ашшĕпе амăшĕ уйрăлнă. Ача ашшĕпе пурăнать. Хĕрарăмăн — урăх çемье. Паллах, кун пек чухне амăшĕн ывăлĕ-хĕрĕ çинчен манмалла мар. Ачине епле пăхасси пирки çемье хăй те калаçса татăлаять, чылай чухне ку ыйтăва суд татса парать.
Каларăм ĕнтĕ, парăмрисен пысăк йышĕ — «куккук-амăшĕсем». Ун пеккисен ывăлĕ-хĕрĕ е ятарлă учрежденисенче, е опекăна илнĕ çемьесенче ÿсет. Пирĕн тĕп тĕллев — çак хĕрарăмсене йĕркене кĕртесси, вĕсене хăйсен тивĕçне ăнланса тĕрĕс çул çине тухма пулăшасси. Шел, палăртни пур чухне те пулса çитеймест, çапах амăшлăх туйăмĕ вăранакансем те пур, — тет Мария Александровна.
«Пурнăç тĕпне» анса ларнă хĕрарăмсем ытларах хулара тĕпленнĕ. Чылай чухне вĕсене тупма та çăмăл мар. Ку е вăл парăмçа шырама право тĕрлĕ хуралне явăçтарма тивет.
— Паллах, хĕрарăмпа хĕрарăма калаçса пĕр чĕлхе тупма çăмăлрах. Шел, пур чухне те ăнмасть. Чуна уçса калаçни те витĕм кÿмест теприсене. Тĕрлĕ майпа пулăшма тăрăшатпăр вĕсене. Тумтир паратпăр, апат çитеретпĕр. Пулăшу аллине пĕтĕм кăмăлтан тăсатпăр. Хăйсене йĕркене кĕртсе ĕçлев центрĕсене кайма сĕнетпĕр.
Уголовлă майпа темиçе хутчен айăпланакансем те пур. Шупашкарта пурăнакан пĕр хĕрарăм, сăмахран, алимент тÿлеменнипе суд тенкелĕ çине 3 хутчен ларчĕ. Юлашкинчен ăна поселени колонине ячĕç. Кун хыççăн вăл тĕрĕс çул çине тăма шантарчĕ. Пĕлтерÿсем çыпăçтарса çÿрерĕ. Анчах ку фикци çеç пулнă-мĕн — суд приставĕсем унран пĕр самантлăха та пулин хăпчăр тесе. Тăваттăмĕш хутчен те ним мар уголовлă яваплăх тыттарасса систерсен вăл тата та пысăкрах преступлени тунă — çын вĕлернĕ. Кун пеккисене, паллах, никам та витĕм кÿреймест.
Тепĕр тĕслĕхре хĕрарăм Шупашкарăн пĕр районĕнче чаплă çуртсен картишĕнчех сивĕтмĕш курупкинче выртса пурăннă. Çынсем ăна çи-пуç панă, апат çитернĕ. Ăна нумай шырама тиврĕ. Хамăр кăна та мар. Тупрăмăрах. Вăл та уголовлă майпа темиçе хутчен те айăпланнă. 6 ача унăн, вĕсене çуратнă май тÿрех ашшĕ-амăшĕн правинчен хăтарса пынă, ывăлĕ-хĕрне пурне те опекăна илнĕ. Эпир ăна тупнă чухне аслă 2 хĕрĕ 18 çултан иртнĕччĕ ĕнтĕ. Общежитире пурăнаççĕ. «Пире унран нимĕн те кирлĕ мар. Нимĕнле хутшăну та йĕркелес килмест», — теççĕ ачисем. Колонире пĕр-пĕр ĕçе вырнаçтарсан кĕçĕннисене мĕн те пулин куçарса пама тытăнĕ-и тен?
Чылайăшĕ ирсĕр пурăннăран эпир вĕсене шыраса тупнă тĕле йывăр чирлесе асапланать. Пĕлтĕр пĕр тĕслĕх пулнăччĕ-ха. Уголовлă ĕç пуçарнă чухне хĕрарăм чупса тенĕ пек çÿретчĕ. 30 кунран вăл реанимациреччĕ ĕнтĕ, унăн усал шыçă аталаннă-мĕн.
Парăма хăйсен ирĕкĕпе татакан питĕ сахал. Хăшĕ тата малтан пытанса çÿрет, сывлăхĕ хавшасан пенсие тухать те — çак тупăшран пĕр пайне тытса юлма пуçлатпăр. Пирĕн сĕнĕве итлесе ĕçлев центрне çитекенсем те пур. Чылайăшĕ тирпейлÿçе вырнаçать. Айăплава пурнăçлакансем те çаплах тăрăшаççĕ. Тепĕр чухне приставсăр пуçне ачана никам та пулăшаймасть-çке, — пĕлтерет Мария Кудряшова.
Савăнтараканни те пур-ха — парăмрисен шучĕ чакать. Паллах, вĕсен йышĕнче «пурнăç тĕпне» анса ларнисем çеç мар, йĕркеллĕ пурăнакансем те пур. Ашшĕпе амăшĕн хутшăнăвĕ пăсăлсан темшĕн ача айăплă вĕт. Çакăн пек чухне ун тĕлĕшпе ыйтусем сиксе тухаççĕ те.
Акă пĕр тĕслĕхре хĕрарăм ачине ашшĕне парса хăварнă. Ашшĕ вилсен ачана асламăшĕ пăхма тытăннă. Пĕччен йывăр пулнăран амăшĕнчен алимент шырама пуçланă. Хĕрарăм тахçанах урăх çемье чăмăртанă ĕнтĕ, ачасем çуратнă. Халĕ унăн паянхи алиментне те, малтан пухăннине те тÿлемелле. Кĕçĕннипе декрет отпускĕнче лараканскерĕн укçа ăçтан тупмалла-ха?..
Тепĕр тĕслĕхре амăшĕ ĕçлеме чикĕ леш енне кайнă. Ачисем ашшĕпе юлнă. Амăшĕ кашни уйăхра укçа ярса парать. Тепĕр чухне майĕ пулмасть те — парăмрисен йышне кĕрет. Май пулсанах тÿлесе татать.
— Ăна укçана пирĕн урлă мар, тÿрех çемйине куçарма сĕнетпĕр. Хирĕçлет. Çемйипе пĕр хутшăну та кирлĕ мар тет, суд приставĕсем урлă куçарма меллĕреххине палăртать.
Тепĕр çемьере ашшĕпе амăшĕ уйрăлсан малтан хĕрарăм арçынран алимент шыраса илнĕ. Каярах Мускава ĕçлеме кайнă, хĕрне ашшĕпе хăварнă. Мускавра урăх арçынпа паллашнă. Халĕ ашшĕ амăшĕнчен алимент шырать. Паян та пĕр чĕлхе тупаймаççĕ, çурт-йĕрне те пайлаççĕ.
Пур ĕçе те пĕр купана пухма çук. Чылай чухне ашшĕпе амăшĕ пĕр чĕлхе тупайманран ача шар курать. Пурлăх пайлаççĕ вĕсем, ачине уйăраççĕ. Кун пеккисемпе те тĕрлĕ калаçу ирттеретпĕр, — каласа кăтартать Мария Кудряшова.
Алимент тÿлемелле, анчах ку ĕçе тума васкаман ашшĕ-амăшĕн парăмĕ вăтамран —140 пин тенкĕ. Виçĕ çул тÿлемесен вăл 300 пин тенкĕ патне çывхарать. Паянхи кун республикăра чи пысăк парăм — 700 пин тенкĕ ытла. Уголовлă майпа та пĕрре мар айăпланнă ку ашшĕ. Халĕ те ирĕкре мар. Ачинчен пăрăннă чи пысăк парăмри хĕрарăм — 500 пин тенкĕ «кивçенре». Унăн та айăплав срокĕ пырать. Иккĕшĕн те икшер ача. Çуралнăранпах пулăшман вĕсем тĕпренчĕкĕсене. Иккĕшĕн те пĕр шăпа тата. Хĕрарăм пĕр ачине малтан — пĕр арçынран, теприне урăххинчен çуратнă. Анчах вĕсем камсем тата ăçта иккенни паллă мар. Ачисем те халĕ тĕрлĕ опекун патĕнче. Арçыннăн та çаплах. Пĕр тĕпренчĕкне — пĕр хĕрарăм, теприне урăххи парнеленĕ ăна. Хăйсем вара — çухалнă.
— Парăмри мăшăр та пур пирĕн. Малтанхи арăмĕпе упăшкинчен уйрăлнă вĕсем. Пĕр-пĕринпе алăран çавăтăнсах çÿреççĕ, еплерех юрату вĕсен! «Пурăнăрах, анчах ача текех ан çуратăр», — тетпĕр. Арçын Чечняра пулнă май пенси илет те ун тĕлĕшпе алимент тÿлеменшĕн уголвлă ĕç пуçараймастпăр — сахал та пулин укçа куçатех. Хĕрарăм вара парăмра шутланать. Вĕсем пĕрне-пĕри епле савнине курса хăйсем çине пăхма та кăмăллă ĕнтĕ... Анчах парăмра çÿреççĕ, — ассăн сывлать суд приставĕ.
Татьяна НАУМОВА.
Комментари хушас