Çивĕч ыйту

26 Çу, 2016

Пĕри - суха пуçĕпе, çиччĕшĕ - кашăкпа

Выльăх-чĕрлĕх симĕс курăк çинче. Ял çынни пуш уйăхĕн вĕçĕнчех ăна улăха кăларать. Ешĕл апат ĕнешĕн уйрăмах усăллă, сăвăм та ÿсет. Анчах юлашки вăхăтра кĕтÿ сайралансах пырать. Утă-улăм сахаллипе çыхăнман ку. Ĕлĕкхипе танлаштарсан вăл çителĕклех. Ял ватăлни, сутакан сĕт хакĕ чакни витесене пушатать. Хĕллеренпе 19 тенкĕрен 14-ăна анса ларчĕ. Малашне мĕн пулĕ? Мĕншĕн долларпа евро вĕçĕмсĕр хакланать, хресчен туса илнĕ чĕр тавар йÿнелет? Кăçал хĕлле те унчченхи хака, 20 тенке /литрĕ/ çитеймерĕ.

26 Çу, 2016

Тирпейленин усси çук: пур-пĕрех çÿп-çап хăвараççĕ

Икĕ çул каялла, çу уйăхĕн 30-мĕшĕнче тухнă номерте, тĕп хуламăрти тирпейсĕр вырăнсем пирки çырса кăтартнăччĕ. Çивĕч ыйтăва уçăмлатас тесе Шупашкарти тĕрлĕ кĕтесре пулса курнăччĕ. Трактор тăвакансен культура керменĕ хыçĕнчи вăрмана та çитнĕччĕ.

24 Çу, 2016

Чăваш сăмахлăхĕн те черечĕ çиттĕрех

Кăçал çĕршывра Вырăс сăмахлăхĕн обществине чĕртсе тăратрĕç. Раççей Президенчĕ Владимир Путин сĕннипе çак обществăна ертсе пыма Кирилл Патриарх килĕшрĕ. Ку таранччен вырăс чĕлхипе литературине мĕнле вĕрентмеллине Вĕренÿ министерстви хăй кăна татса панă. Халĕ ĕнтĕ ку ĕçе Сăмахлăх обществи те хутшăнать.

19 Çу, 2016

ППЭ пункчĕсенче тухтăрсем те, тьюторсем те пулĕç

Часах пĕлÿ çурчĕсенче юлашки шăнкăрав янăрĕ. Шкултан вĕренсе тухакансен хĕрÿ тапхăр пуçланĕ. Пĕлĕве çирĕплетмешкĕн вăхăт нумай юлмарĕ. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсем кăçал та яланхиллех икĕ тапхăрпа иртеççĕ. Пĕрремĕшĕ пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 23-мĕшĕччен пулнă. Раççейре 18700 çамрăк экзамена маларах тытнă. 164-шне шпаргалкăпа тата гаджетпа усă курнăшăн кăларса янă. Тĕп тапхăр çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче пуçланĕ. Вăл кун çамрăксем географи тата вырăс литературин предмечĕсемпе патшалăхăн пĕрлехи экзаменне тытĕç. Чăваш Енре тĕп тапхăра 6742 хĕрпе каччă хутшăнĕ.

12 Çу, 2016

Пĕчченлĕхе лекнисем шăнкăравлаççĕ

Йывăр шухăшсем канăç памаççĕ, чуна уçса калаçма çумра çын çук... Кашниех кунашкал лару-тăрура пулса курнă. Мĕн тумалла? Пуç усмалла мар, «шанăç телефонне» шăнкăравламалла. Ку служба психолог пулăшăвне кăткăс лару-тăрăва лекнĕ кирек мĕнле ÿсĕмри çынна — хăть кăнтăрла, хăть çĕрле — васкавлă парать.

Pages