Çивĕч ыйту

13 Чÿк, 2015

Ютти лайăхрах-ши?

«Чăваш хăмли Чи хăватли - Чапĕ кайрĕ инçене», - темиçе çул каялла кăна-ха савăнса мăнаçлăн янăратчĕ юрă. Шел, аркатма çур кун тенĕн кĕске хушăра пахчасем пушанса юлчĕç. Укăлчара хăмла пахчи те вăрман пек каш кашламасть. Унччен республикăра 4 пин гектар йышăннă вăл, халĕ - 407 гектар, çав шутра тухăç параканни - 242. Вăрнар /республикăра хăмла туса илекен калăпăшран 18 проценчĕ/, Вăрмар /28,6/, Çĕрпÿ /12/, Етĕрне /40,6/ тăрăхĕсенче «симĕс ылтăн» упранса юлнă-ха. Ыттисенче вара çум курăк ашкăрса ларать.

13 Юпа, 2015

Ачасемшĕн апат пахалăхлă пултăр

Чăваш Ен Пуçлăхĕ çак ыйтăва çивĕч лартрĕ

Ĕнер Михаил Игнатьев Чăваш Енри влаç органĕсен, федераци ведомствисен тер­ритори тытăмĕсен, хула-район ертÿçисемпе канашлу ирттерчĕ.

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тата шкул çулне çитичченхи ачасен вĕренÿ организацийĕсенче кăçалхи IV кварталпа 2016 çулхи çур çулта апат хакĕ еплерех пулассипе ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов паллаштарчĕ.

Pages