Хăрăк йывăçсем М-7 çула иккĕмĕш çул сăнсăрлатаççĕ

13 Чÿк, 2015

Анчах ăна тирпейлеме укçа çителĕклех мар имĕш

2014 çулхи юпа уйăхĕнче пăрлă çумăр республикăри нумай яла электричествăсăр хăварчĕ, вăрман фондне, çимĕç паракан тата ытти йывăçа сиен кÿчĕ. Паллах, вăрманти армак-чармак хула-ялта пурăнакан çын куçне курăнмасть. Инкек хыççăн автомашинăпа çул çÿрекенсен умне чуна ыраттаракан хуçăлчăк йывăçсем, усăнса аннă турат-тĕрет тухса тăчĕ. Тавралăх симĕсленсен арăш-пирĕш çулçă хыçне пулчĕ. Кĕркунне сăнсăр ÿкерчĕк иртен-çÿрен куçне каллех тăрăнчĕ. Çавăнпа ешĕллĕхе хуçăлчăкран тасаттарас ыйтăва район шайĕнче çеç мар, республика ертÿлĕхĕпе тĕл пулнă чухне те час-часах çĕклерĕç. Михаил Игнатьев ку ыйтăва Правительство ларăвĕнче пĕрре çеç мар хускатрĕ.

Автоçула юртан хÿтĕлекен симĕслĕхе тасатас ĕç мĕнле пырать-ха? «Упрдор «Атăл» ФХУ специалисчĕсем журналистсене ĕнер федерацин М-7 çулĕн икĕ сыпăкне кăтартрĕç. Пĕрремĕшĕ - Шупашкара Кÿкеç поселокĕ енчен пырса кĕмелли çул çинче. Кунта «ДЭП-139» предприяти рабочийĕсем вăрман тăрăхне хăрăк-харăкран тасатаççĕ. Ăна агрегат витĕр кăларса вĕтетеççĕ, кĕрпине Çĕрпÿ районĕнчи хытă каяш полигонне ăсатаççĕ. Ку машинăн ĕç тухăçлăхĕ пысăк мар. Çитменнине тата вăл пĕрре çеç. Çавăнпа «ДЭП-139» автотрасса хĕррине кĕске хушăра тирпейлеймест.

- Турат-тĕрете пуçтарса вĕтетме укçа чылай кирлĕ, - терĕ Александр Златоустов тĕп инженер. - Ĕçĕ нумай, анчах кĕмĕл сахал. Пăрах кăларакан агрегат туянма та кирлĕ. Çак ыйтусене татса парсан çеç йывăр лав вырăнтан хускалса малалла лайăхрах кайĕ.

Иккĕмĕш сыпăк - Çĕрпÿ хулинчен Канаш еннелле тухнă тĕлте. Кунта «Воддорстрой» обществăн - «Упрдор «Атăл» ФХУпа килĕшÿ тунă, федерацин М-7 çулне пăхса тăракан подрядчикăн - 45 яхăн рабочийĕ ĕçлетчĕ. Пĕрисем бензопăчкăпа хăрăк йывăçсене касса тÿнтеретчĕç, сыпăласа автомашина кузовне тиетчĕç, теприсем хăрăккине купана хыватчĕç. Турат-тĕрете вĕтетекен машина каяш кăларатчĕ. Ĕç кал-кал пыратчĕ.

Автоçул хĕрринчи вăрман тăрăхне хăтлăлатнине журналистсем хăйсен куçĕпе курчĕç. «Упр­дор «Атăл» управлени, «Воддорстрой» тата ĕçе хутшăннă ытти организаци ячĕпе ырă сăмах çеç каламалла.

- Ку ĕçе малалла тăсатпăр, - терĕ ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Доброхотов. - Çак ыйтăва автоçулсене пăхса тăракан предприятисен пуçлăхĕсемпе пĕрле сÿтсе яврăмăр. Ултă организаци санитари тĕллевĕсене пурнăçлать. Пăрлă çумăр республика çулĕсен хĕрринчи ешĕллĕхе кăштах хĕрхенчĕ, çавăнпа хуçăлчăк та сахалрах. Федерацин М-7 автотрасси çумĕнчине вара вăйлах сăтăрларĕ. Республика Пуçлăхĕ çанталăк хытă сивĕтме пуçличчен пурне те тасатса пĕтерме хушрĕ. Çак тĕллеве еплерех пурнăçланине министерство тĕрĕслесе тăрать.

«Упрдор «Атăл» ФХУ представителĕ Андрей Регуш федерацин пĕтĕм çулне хăрăк-харăкран кăçал тасатса пĕтерес тĕллев пирки сăмах тухсан иккĕленерех хурав пани сисĕнчĕ. Сăлтавне управление "çÿлерехри" тытăмсенчен укçа 2015 çул валли сахал панипе, вăл симĕслĕхе тасаттарма М-7 çула пăхса тăракан «Воддорстроя» çителĕксĕр тивнипе ăнлантарчĕ. Çавăнпа вăрман тăрăхĕнчен ăпăр-тапăра кĕске хушăра илсе тухаймаççĕ-мĕн.

- Управленин Мускаври ертÿлĕхĕнчен мĕншĕн укçа çителĕксĕр ыйтатăр? - пĕлесшĕн пулчĕç репортерсем.

- Ыйтатпăр, хушса памаççĕ, - пулчĕ хурав.

Унăн сăмахĕсене В.Доброхотов министр пĕтĕмлетрĕ:

- Ĕçе пурнăçлама укçа-тенкĕ çитсе пымасть тени чăнлăхпа килĕшсе тăма пултарать. Çапах та «Упрдор «Атăл» управление кăçал илмелли укçана 100 проценчĕпех уйăраççĕ. Ăна кĕмĕл сахал е çителĕксĕр уйăраççĕ тенипе килĕшместĕп. Укçа енĕпе унăн умĕнче пысăк чăрмав çук. Вăл çукран ĕç начар пырать тени яваплăха хăйĕн çинчен сирме хăтланни çеç. Федерацирен уйăракан укçан пĕр пайне çул хĕррисене тасатса пĕтерме ямалла.

Управлени представителĕ республикăри тĕп трассăна илем кĕртес тĕлĕшпе пуçланă ĕçе тăсассине пĕлтерчĕ. Анчах нухрат ытларах явăçтарасси пирки шарламарĕ. Ырă тĕллеве çывăх вăхăтра пурнăçа кĕртеççĕ-ши? «Хыпар» ыйтăва çутатсах тăрĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.