Çивĕч ыйту

8 Юпа, 2015

Эрех-сăрана 21 çултан çамрăккисене мĕншĕн сутмалла?

Çĕршывра çамрăксене сиенлĕ йăласенчен пистерес тĕллевпе тĕрлĕ мероприяти иртереççĕ. Пирĕн республикăра та уяв кунĕсенче лавккара эрех-сăра сутмаççĕ. Шел те, юлашки вăхăтра хаяр шĕвеке куллен ăша яракансен çулĕ çамрăкланать. Паянхи кун ку - чи çивĕч ыйтусенчен пĕри. Саккунпа килĕшÿллĕн 18 çула çитмен ачасемпе çамрăксене эрех-сăра сутма юрамасть. Нумаях пулмасть РФ Общество палати çак ÿсĕме 21 çула çитерме сĕннĕ. Тĕрĕссипе, ку проекта унчченех вăя кĕртме майсем шыранă. Ăна 2012-2014 çулсенчех пăхса тухнă, анчах депутатсем саккуна йышăнман.

29 Авăн, 2015

Кун пекех пулсан наци пуянлăхĕнчен мĕн юлĕ?

Ялта çуралса ÿссе те çĕр епле тата мĕнпе пурăннине, унта мĕнле процессем пулса иртнине куçпа пăхнипе çеç пĕлеймĕн. Паян çак самантсене лаборатори тĕпчевĕсем уçăмлăн «ăнлантараççĕ».

Сиенленнĕ çĕр - çын организмĕшĕн те хăрушă

17 Авăн, 2015

Çĕнĕ хваттер шантарнă та киввине панă

Çĕнĕ хваттер шантарнă Алина Федорова хăйĕн хваттерне тÿрех шыраса тупаймарĕ. «Çакăччĕ-ши? Эпĕ кунта тахçанах килсе курман, манса та кайнă...» - терĕ çамрăк хĕрарăм.

16 Авăн, 2015

Лицей никама та кирлĕ мар-и?

Шупашкар хула администрацийĕ 4-мĕш лицейре халăх итлевĕ ирттерчĕ. Сÿтсе явнă ыйту - Г.С.Лебедев ячĕллĕ наци лицей-интернатне, муниципалитетăн бюджет учрежденине, çĕнĕлле йĕркелессин малашлăхĕ.

14 Çурла, 2015

Çынсемшĕн те, чĕрчунсемшĕн те - инкек

Россельхознадзор уйрăмах хăрушă чирсен рейтингне хатĕрленĕ

Пĕрремĕш вырăнта - Çĕпĕр язви. Авалхи çыравçăсем тата тĕпчевçĕсем ку амака "çветтуй çулăм" тенĕ. Нумай ĕмĕр çынсем çак чирпе кĕрешнĕ, хăранă унран, ăна Турă "ĕçĕ" тесе шутланă. Каярах чир Турăран "килменнине", çĕр çинчех тухнине тата ерекен вирус пулнине ăнланса илнĕ. Çĕпĕр язви ялхуçалăх чĕрчунĕсенче пурăнать, анчах çын та унăн "хуçи" пулса тăма пултарать.

Pages