Комментари хушас

29 Авăн, 2015

Кун пекех пулсан наци пуянлăхĕнчен мĕн юлĕ?

Ялта çуралса ÿссе те çĕр епле тата мĕнпе пурăннине, унта мĕнле процессем пулса иртнине куçпа пăхнипе çеç пĕлеймĕн. Паян çак самантсене лаборатори тĕпчевĕсем уçăмлăн «ăнлантараççĕ».

Сиенленнĕ çĕр - çын организмĕшĕн те хăрушă

Раççейре, пулăхлă тата аграрин анлă территорийĕсенчен пĕринче, сăмахран, «вараланчăк» çĕр - 11-15 процент. Вĕсенчен пысăк пайĕ - шăпах çăкăр «ÿсекен» уйсем.

Чăваш Енре те шăпах тырпул туса илмелли хăшпĕр лаптăка çав йыша кĕртмелле. Кунта чăннипех те çĕр пахалăхне самаях чакарнă тĕслĕхсем пирки сăмах пырать. Пĕлтĕр Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн специалисчĕсем 2253,1 гектар çинчи тăпран 407 пробине илсе лабораторире тĕпчеттернĕ. 38-ĕшĕнче пулăхлăх чакни палăрнă, 38-ĕшĕн - «вараланчăк». Тĕрĕсрех каласан, 32,19 гектарта нитрат, çавăн пекех йывăр металсем, бензапирен шайĕ кирлĕ виçерен темиçе хут нумайрах пулни палăрнă.

Таса мар лаптăксене Патăрьел тата Шупашкар районĕсенче ытларах тупса палăртнă. Çĕрсем япăхланса пыни çинчен çынсем хăйсем те пĕлтереççĕ управление. Çак районсенче те тĕрĕслеме плана /ăна прокуратура çирĕплетет/ кĕртнисемсĕр пуçне çыру тăрăх та ирттерме сăлтав тупăннă. Патшалăх çĕр надзорĕн пайĕн инспекторĕсен пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх - ытларах чухне ял хуçалăхĕсен уйĕсем шар кураççĕ.

Ку тĕслĕхсенче «вараланă» сăмах тĕрĕсех те мар, «сиенленĕ» темелле пулĕ. Федерацин «Ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене пулăхлăхпа тивĕçтерессине патшалăх енчен йĕркелесси çинчен» 101-мĕш саккунĕнче те çапла ăнлантарнă: тăпра сиенленни - тăпрари хими хутăшĕсен, радиоактивлă элементсен, патогенлă организмсен шайĕ çын сывлăхне, тавралăха, ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене сиен кÿрес чухлĕ пухăнса кайни. Çакăнта темиçе сăлтав палăртаççĕ специалистсем: ялхуçалăх производствинче пестицидсемпе тата имçамсемпе усă курни, йăлари тата промышленноçри хытă, çавăн пекех шĕвек каяшсене тăкни, нефть пăрăхĕсем çурăлнипе нефть тата унăн продукчĕсем юхса тухни тата ытти те. Промышленноçри тата йăлари «тасамарлăх» тăпрара йывăр металлсем, углеводородсем - çав шутра сиен кÿрекен хăрушă хутăшсем - пухăнма пулăшать. Тăпрара йывăр металсене пула япăх ирĕлекен хутăшсем «чăмăрланаççĕ», çапла майпа çĕрĕн çиелти сийĕн хими тытăмĕ улшăнса пырать. Пестицидсем, паллах, сад-пахчана, уйсене сăтăр кÿрекенсенчен хÿтĕлеççĕ, çумкурăка пĕтереççĕ, анчах та экологи енчен сиенлетеççĕ, усăллă нумай организма та тĕп тăваççĕ. Чи хăрушши - фермăсенчен кăларнă тислĕкпе тăпрана чире яракан бактерисем, гельминтсен çăмартисем тата ытти сиенлĕ организм лекме пултараççĕ, вĕсем вара апат-çимĕç урлă çын организмне çитеççĕ.

Чăваш çĕрне промышленноç тата йăлари каяшсем пĕтереççĕ

Пĕлтĕр самаях япăхланнă пысăк темиçе лаптăк тĕлĕшпе Шупашкар районĕнче административлă тĕпчев ирттерни пирки асăнман мар. Шăпах тĕрĕслевпе сăнав Шĕнерпуç ял тăрăхĕнчи 20 гектар кайăк-кĕшĕк каяшĕпе /ăна органика имçамĕ пек усă курнă/ сиенленнине уçăмлатнă та. Специалистсем каласа панă тăрăх - ку йышши каяшпа çĕре «апатлантарассин» хăйĕн йĕрки. Ăна пăхăнманни, куратăр ĕнтĕ, тавралăха шар кăтартнипе вĕçленнĕ. Лаборатори тĕпчевĕсем патнех таврăнар-ха. Каяш мĕнрен тăнине предприяти малтанах тĕрĕслеттерсе палăртнă пулсан кунашкал йывăрлăха сирме те май килнине палăртаççĕ специалистсем. Халĕ вара 20 гектарта цинк тата пăхăр калăпăшĕ виçерен темиçе хут та пысăкрах.

Çутçанталăкшăн хăрушă шутланакан производство юлашкийĕсен йышне кĕртнĕ кайăк-кĕшĕк каяшне тепĕр общество 1,29 гектар çинче купалани пирки Росприроднадзорăн республикăри управленийĕ пĕлтернĕ. Административлă тĕпчев ирттернĕ май ку хутĕнче те çĕре лабораторие ăсатнă. Пĕр пысăк агрохолдинг Хурăнлăх ялĕ çывăхĕнче кайăк-кĕшĕк каяшĕ пăрахнă 0,9575 гектарта нитратсен тата ытти бактерин калăпăшĕ виçерен пысăкраххи çирĕпленнĕ.

Шупашкар районĕнче тата темиçе общество ĕç-хĕлне пула çĕр сиен тÿснĕ.

Патăрьел районĕнче те кăпăшка тăпра сиенленни палăрнă кăçал. Мăйракаллă шултра выльăх тислĕкне тăкнă вырăнта кадми, цинк виçерен иртнĕ, энтерококксем те - ытлашшипех.

2015 çулхи пĕрремĕш кварталта Вăрмар районĕнчи Энĕшпуç ял тăрăхĕнче йăлари хытă каяшсен купи айĕнчи тăпрара йывăр металлсем - цинк, хура тăхлан виçерен иртни çиеле тухнă.

Лайăх çĕрех сиен кÿнĕшĕн ахаль çынсене - 3 пинрен пуçласа 5 пин тенкĕ таран, пуçлăхсене -10 пинрен пуçласа 30 пин тенкĕ, юридици сăпатĕнчисене 20-рен пуçласа 40 пин тенкĕлĕх штрафлама пултараççĕ, çавăн пекех саккунсем предприяти ĕç-хĕлне 90 талăклăха чарса лартма ирĕк параççĕ.

...Уй-хире тухан та - епле хитре! Пирĕн мăнуксен ачисем киленĕç-ши çакнашкал тавралăхпа? Япăхланнă çĕр мĕнпе савăнтарĕ ĕнтĕ?! Çÿлерех асăннă киревсĕр самантсем кашнине шухăша ямалла: пулас ăру валли мĕн хăваратпăр, кун пекех пулсан наци пуянлăхĕнчен мĕн юлĕ?

Надежда Васильева,

управлени ĕçченĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.