Çивĕч ыйту

5 Çу, 2016

Усăллă, тухăçлă, тупăшлă

Çĕрулми «иккĕмĕш çăкăр» пулнă май ун пирки сăмах хускатасшăн эпĕ. Çак культурăра белок, С,В,А,РР,К витаминсем, кальци, тимĕр, магни, кÿкĕрт, йод, минерал тăварĕ тата ытти те пур. Беларуçра çĕрулмирен 250 ытла апат-çимĕç хатĕрлеççĕ. Тĕнчере вара ăна 300-е яхăн çимĕçре усă курни паллă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче, ун хыççăнхи йывăр çулсенче çĕрулми нумай çынна выçлăхран хăтарнă.

5 Çу, 2016

Информаци «океанĕ» ачашăн хăрушă

Ача килте çук чухне ашшĕ-амăшĕ яланах кулянать: шкула кайнă е килнĕ чухне çул çинче темĕн сиксе тухасран та, юлташĕсемпе уçăлса çÿренĕ вăхăтра та... Анчах тĕпренчĕкĕ килте Интернетра ларсах инкеке çакланма пултарассине аслисем тавçăрмаççĕ те.

22 Пуш, 2016

Танлаштару мĕн кăтартать?

Республикăри килти хуçалăхсем сутакан сĕт хакĕ кăçал çулталăк каяллахинчен йÿнĕрех.

2016 çулхи пуш уйăхĕн 11-мĕшĕ тĕлне пухнă сводкăна /ЧР Ял хуçалăх министерстви пĕтĕмлетнĕ/ пĕлтĕрхи пушăн 13-мĕшĕнчипе танлаштарар-ха.

17 Пуш, 2016

Кашни тĕслĕхре - ача шăпи

Республикăри суд приставĕсем пĕлтĕр парăма кĕнĕ çынсемпе предприятисенчен 4 млрд ытла тенкĕ шыраса илнĕ, çав шутран 2 млрд яхăнăшне бюджета хывнă. Кун пирки Суд приставĕсен федераци службин Чăваш Енри управленийĕн ертÿçи Анатолий Иванов тытăмăн коллегийĕн ларăвĕнче пĕлтернĕ.

3 Пуш, 2016

XIX ĕмĕрти баракра пурăнакансем патшалăх хисеплессе кĕтеççĕ

Куславкка районĕнчи Тĕрлемесе редакци ĕçченĕсемпе пĕрле пĕрре мар çитнĕ. Ял çывăхĕнчен иртекен пуйăс сассине те илтнĕ, анчах чукун çул çумĕнчи кивĕ баракра çынсем пурăнни пирки шухăшлама та пултарайман.

Pages