Танлаштару мĕн кăтартать?

22 Пуш, 2016

Республикăри килти хуçалăхсем сутакан сĕт хакĕ кăçал çулталăк каяллахинчен йÿнĕрех.

2016 çулхи пуш уйăхĕн 11-мĕшĕ тĕлне пухнă сводкăна /ЧР Ял хуçалăх министерстви пĕтĕмлетнĕ/ пĕлтĕрхи пушăн 13-мĕшĕнчипе танлаштарар-ха.

Улатăрсен сутлăх хак улшăнман: продукци пуçтаракансем кашни литршăн çулталăк каяллахи пекех 17-шер тенкĕ тÿленĕ. 2015 çулхи пуш уйăхĕн 13-мĕшĕ тĕлне Элĕк енри КХсене те укçа çавăн чухлех панă. Кăçалхи çав кун тĕлне Н.Сергеева, Е.Захаров, «Перспектива» ООО, А.Моисеев, А.Федотов, Д.Никифоров, А.Черыков, А.Тимофеев, Хĕрлĕ Чутай райповĕ 15 тенкĕ таран антарнă. «Вурнары Завод СОМ» ООО, С.Сырова, Элĕк райповĕ — 15-17, Л.Петров — 17-19, «Новый путь» ЯХПК 19 тенкĕлле йышăннă.

Патăрьелсем çулталăк каялла сĕте 17,5-19 тенкĕлле сутнă. И.Иванов, И.Гладков, Патăрьел райповĕн Турханти филиалĕ, Куславккари сĕт завочĕ, «Сидели» ООО, И.Ильин, П.Мурзуков çулталăкран хака 17 тенкĕ таран антарнă. Патăрьел райповĕн Сăкăтри филиалĕ кашни литршăн — 16-19, «Темпа» ООО — 16-18, «Весна» ООО — 16,5-18, «Батыревское молоко» ЯПК — 16,5-18,5, «Молком» ООО 17-18 тенкĕ тÿленĕ.

Пĕлтĕрхи пуш уйăхĕн 13-мĕшĕ тĕлне Вăрнар тăрăхĕнчи КХсем сĕте 17-20 тенкĕл­ле панă. 11.03.16 ç. тĕлне Е.Захаров, С.Сырова, В.Петров, А.А.Черыков, Элĕк райповĕ, «Норусово» тата «Иволгамолоко» ОООсем, С.Капитонова 15 тенкĕ çеç тÿленĕ. В.Илларионов, А.Федоров, «Молпродсервис» ЯПК, Алиев, А.Агамирян та продукцишĕн вĕсенчен ытларах паман. «Молочник» ЯПК, А.Казаков, Л.Петров, «Иволга» ЯПК та ăна çав хакпах йышăннă. Анчах сутлăх хака А.С.Черыков — 15-20, А.Самарин — 15-17, Е.Войнова — 18, Е.Орлова — 17, О.Иванов 15-21 тенкĕ шайĕнче тытнă.

Йĕпреç районĕнчи КХсем пĕр çул каялла — 17-19, кăçал ытларахăшĕ — 15-16, «Молочная империя» ЯПК — 16-18, «Гарант» ООО — 15-18, А.А.Черыков, «Молочник», «Молочный двор-Канаш» ЯПКсем, «Империя» АФ — 15, Д.Ильин, «Патман» ЯПК, В.Самарин, В.Хлебников 16 тенкĕлле йышăннă.

Канаш тăрăхĕнче пĕр çул каялла сĕте 17-20 тенкĕлле илсе кайнă. Çулталăк иртсен «Мир» ЯХПК, «Молочный двор» ООО, Канаш райповĕ — 15, А.Агамирян, «Молочный двор-Канаш», «Молцентр», «Молочник» ЯПКсем 15-17 тенкĕ хăварнă.

Куславккасем 13.03.15 ç. тĕлне — 18,7-19,5, кăçал 16-17 тенкĕлле сутнă. Комсомольскисенне пĕр çул каялла 17,5-18,5 тенкĕлле пуçтарнă. 11.03.16 ç. тĕлне 16-17,5 тенкĕлле йышăннă. Красноармейскисемпе Хĕрлĕ Чутайсем 13.03.15 ç. тĕлне кашни килограмран — 17-шер, кăçал 15-шер тенкĕ çеç ĕçлесе илнĕ. Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче 13.03.15 ç. тĕлне сутлăх хак 17-18 тенкĕ пулнă, кăçалхи çав кун тĕлне Октябрьскинчи сĕт цехĕпе райпон, Çĕрпÿ районĕнчи «Белая река» ОООн — 16, С.Лобкон вăл 20 тенкĕ.

Муркашсем кăçалхи асăннă кун тĕлне сутлăх хака 1 тенкĕ ÿстернине ырларĕç, Пăрачкавсем çавăн чухлех чакарнине сивлерĕç. Вăрмарсем ăна 17 тенкĕ шайĕнчех тытса тăраççĕ. 13.03.15 ç. тĕлне Çĕрпÿсен вăл 17-19 тенкĕ пулнă, 11.03.16 ç. тĕлне «Молочное дело», «Молочный двор» ОООсен — 15-17, Р.Каштановăн — 16-18, «Универмаг» ОООн — 17, «Молочникăн» — 15, «Молочный двор-Канашăн» — 15-16, Октябрьскинчи сĕт цехĕн 16 тенкĕ.

11.03.16 ç. тĕлне Шупашкар районĕнчи сĕт пухакансенчен С.Федоров çеç пĕр çул каяллахинчен 1 тенкĕ сахалрах тÿленĕ. В.Александровăн — 18, ытти организацин йышăну хакĕ пĕр çул каяллахи шайрах.

Шăмăршăсен сутлăх хак çулталăк каялла 18-22 тенкĕ пулнă, 11.03.16 ç. тĕлне «Молтрейд» ОООн кăна — 18, ыттисен — 16. Çулталăк каялла Çĕмĕрлепе Етĕрнесенне 17 тенкĕлле пуçтарнă, кăçал пĕрремĕшсен — 15, иккĕмĕшсен — 15-17. 13.03.15 ç. тĕлне Елчĕксене 17-19 тенкĕ тÿленĕ. Çулталăкран хак — 17.

Пĕр çул каялла Тăвай районĕнчи КХсем 17 тенкĕлле сутнă, 11.03.16 ç. тĕлне В.Грачевăн — 16,5-18, ыттисен — 15-17.

Юрий МИХАЙЛОВ

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.