Эрех-сăрана 21 çултан çамрăккисене мĕншĕн сутмалла?

8 Юпа, 2015

Çĕршывра çамрăксене сиенлĕ йăласенчен пистерес тĕллевпе тĕрлĕ мероприяти иртереççĕ. Пирĕн республикăра та уяв кунĕсенче лавккара эрех-сăра сутмаççĕ. Шел те, юлашки вăхăтра хаяр шĕвеке куллен ăша яракансен çулĕ çамрăкланать. Паянхи кун ку - чи çивĕч ыйтусенчен пĕри. Саккунпа килĕшÿллĕн 18 çула çитмен ачасемпе çамрăксене эрех-сăра сутма юрамасть. Нумаях пулмасть РФ Общество палати çак ÿсĕме 21 çула çитерме сĕннĕ. Тĕрĕссипе, ку проекта унчченех вăя кĕртме майсем шыранă. Ăна 2012-2014 çулсенчех пăхса тухнă, анчах депутатсем саккуна йышăнман. 21 çул тултарсан çеç алкоголь туянма ирĕк пурри çамрăксене сиенлĕ йăлапа туслашасран чарма пултарасса шанаççĕ. РФ Общество палати çĕкленĕ ыйтăва 16 регион ырланă, РФ Сывлăх сыхлав министерствипе Роспотребнадзор та хăйсен шухăшĕсене палăртнă. Вĕсем пурте алкоголь продукцине 21 çултан аслăраххисене çеç суттарасшăн. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.