Комментари хушас

27 Юпа, 2015

Шоркка библиотеки - компьютерсăр

Шупашкар районĕнчи Сарапакасси ял тăрăхĕнче пĕрремĕш вулав çурчĕ Самуккассинче 1920 çулта уçăлнă, вăл шкул çуртĕнче пулнă.

1950 çулта унăн ĕç-хĕлне Мускав университечĕн библиотека уйрăмĕнчен куçăмсăр майпа вĕренсе тухнă Артем Петров йĕркелесе пыма пуçлать. Библиотека çурчĕ те 1930 çулсенче «кулак» тесе айăпланă хресчен çуртĕнче вырнаçнăскер кивелсе çитнĕ. Вăл кунта 1972 çулччен ĕçленĕ. Çак тапхăрта Самуккасси библиотеки районта чи лайăххисен шутĕнче пулнă. Унта вулакансен конференцийĕсене ирттернĕ, лекцисем вуланă, спектакльсем лартнă. Артем Никитич ертÿçĕрен кайнă хыççăн яланлăхах ĕçлекен çын чылай вăхăт тупайман. Вара 1981 çулта ăна Шоркка ялне куçарнă.

Кунта тĕрлĕ вăхăтсенче Елена Ильина, Алевтина Михайлова, Тамара Молькова, Алевтина Герасимова, Нина Григорьева ĕçленĕ.

Вулавăш малтан йывăç клуб çумĕнчи пĕр пÿлĕмре пулнă. 1995 çулта «Дружба» клубпа юнашар совхоз вăйĕпе кирпĕчрен купаланă фельдшерпа акушер пункчĕ ĕçлеме пуçланă. Çав çуртрах ФАП тухтăрĕ валли виçĕ пÿлĕмлĕ хваттер те пулнă. Анчах та вăл унта пурăнакан «хуçа» пулманнипе нумай çул пушă ларнă. Малтанхи клуб ертÿçи Владимир Журавлев пуçарнипе стенапа урай маччисене юсаса çак хваттерте библиотека валли те, репетицисем ирттерме те вырăн тупăннă. Хальхи ертÿçĕ Светлана Александровна Толстова 1997 çултанпа ĕçлет. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.