«Сулахай» эрех сутассине тĕпрен кăкламалла!

8 Чÿк, 2016

ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Чăваш Республикинче право йĕркине тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен координаци канашлăвĕн ларăвĕнче халăх хальхинчи пек йышлă пулнине астумастăп — лăк тулли зал. Кун йĕркинчи тĕп ыйту алкоголь рынокĕнчи лару-тăрăва тишкересси пулнă май эрех суту-илĕвĕпе ĕçлекен компанисен ертÿçисене те чĕннĕ те — çавăнпа пушă вырăн çук иккен.

Асăннă лару-тăру вара чăннипех çивĕч. Республикăра халăх эрех ĕçесси, спиртлă шĕвексемпе наркăмăшланасси чакни палăрать-ха, анчах, ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕлтернĕ тăрăх, алкоголизм тыткăнне лекнĕ çамрăксен шучĕ ÿсни чăннипех пăшăрхантарать — 352 çынна шута илнĕ /иртнĕ çулхипе танлаштарсан 38% хушăннă/. Алкоголизм чирĕн проценчĕсем Канаш, Çĕмĕрле, Етĕрне районĕсенче уйрăмах пысăк. Çынсем эрехпе, тĕрлĕ суррогатпа наркăмăшланса вилнĕ тĕслĕх нумай.

— Парфюмери шĕвекĕсем, «фанфурик» текен хутăшсем тĕлĕшпе чарусем палăртма та йывăр — вĕсем алкоголь продукцийĕн шутне кĕмеççĕ. Анчах шăпах çав хутăшсем çынсен сывлăхне питĕ пысăк сиен кÿреççĕ. Виçĕ çулта пĕвертен нимĕн те юлмасть. Çав çынсене сиплеме вара питĕ нумай укçа тăкаклама тивет. Нумай чух сыватма та май çук. Эсир саккун сутма чармасть теме пултаратăр. Анчах ытти бизнеспа та ĕçлеме пулать вĕт. Эпир Раççей Правительствин пуçлăхĕн Дмитрий Медведевăн ячĕпе спиртлă çавнашкал хутăшсем тĕлĕшпе мерăсем палăртмалли пирки çыру çыртăмăр, — терĕ Михаил Васильевич.

Тĕп доклада вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин турĕ. Саккуна пăснă организацисен ячĕсене, вĕсен ертÿçисен ят-шывне асăнсах нумай тĕслĕхпе паллаштарчĕ: «Адель» /М.Рахмуллин/, «Калина» /Г.Миронова/, «Ролана» /К.Богданов/, Ферапонтова ИП... Пурне те асăнас тăк вăрăм список пулмалла. «Ягуар» компани суя акциз маркиллĕ кĕленчесене республикăна час-часах кÿрет-мĕн, «Копейка», «Сладкая жизнь» компанисен тăватă теçетке ытла объектĕнче эрех сутма чарнă.

Анчах чарни те — çăлăнăç мар. Хăшĕсене алкоголь продукцийĕ сутма чараççĕ те — вĕсем самантрах урăх фирма йĕркелесе суту-илĕве çĕнĕрен пуçараççĕ. Калăпăр, «Праймс» ĕç-хĕлне пÿлнĕ — унăн ĕçне çĕнĕрен çуралнă «Дионис» малалла тăснă. Çавăнпах Экономика аталанăвĕн министерстви пуçару тунă: пĕрре йĕркене пăснă çынна çулталăклăха та пулин лицензи памалла мар. Хальлĕхе вара ирĕк памашкăн хирĕçлеме чиновниксен нимĕнле сăлтав та çук — саккун хирĕçлеме чарать.

Ĕçни кăна та мар-çке — ÿсĕр çын преступлени тăвасси те часах. Шалти ĕçсен министрĕ Сергей Неяскин пĕлтернĕ тăрăх — мĕнпур преступленин çуррине яхăн пайне çынсем ÿсĕрле тăваççĕ. Ку кăтартупа эпир Раççейре те, Атăлçи округĕнче те малта иккен. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова кăçал республикăра 182 çын спиртлă продукципе наркăмăшланнипе вилни çинчен каларĕ. Çак шутра — тĕрлĕ суррогат ĕçни те, эрехпе иртĕхни те. Вăлах аптекăсем йăлара усă курмалли спиртлă шĕвексем сутни пирки сăмах пуçарчĕ. 70-90% спиртлă çак продукципе нумайăшĕ этикетки çинче палăртнă тĕллевпе усă курмасть — йÿнĕ шĕвеке эрех вырăнне туянать. Саккун сутма чармасть, ним тума аптрамалла...

Çак самантра тĕп хулара общество апатланăвĕн темиçе пунктне тытса тăракан «Хамăр ял» фирма ертÿçисем сăмах илчĕç те — влаç представителĕсемшĕн вĕсен критики чăннипех кĕтменлĕх пулчĕ теме те пулать. Çынсем «Асептолин» текен «фанфурике» нумай туянни, паллах, «Хамăр ял» ĕçне тÿрремĕнех пырса тивет — эрех сутăнмасть вĕт. Çавăнпа фирма ертÿçисем чиновниксене тÿрремĕнех сивлерĕç: «Асептолин» этикетки çине пăхăр — унта спирт пуррине те кăтартман, «сывлăхшăн хăрушă» тесе те çырман. Çакă та — хайхи шĕвексене конфискацилемелли, суту-илÿ пунктне хупмалли, хуçине пысăк штрафпа явап тыттармалли сăлтав. Эсир вара саккунлă çак майпа усă курмастăр!» Ыйтушăн яваплă министрсем самантлăха çухалса кайрĕç пулас — ним калама аптрарĕç. Кăштахран тин Алла Самойлова сăмах хушма пултарчĕ: «Чăннипех çапла тăк — «фанфуриксен» çивĕч ыйтăвне хăвăрт татса парăпăр...» Пирĕн вара тĕлĕнмелли çеç юлать: нивушлĕ министерствăсемпе ведомствăсенчи юристсен пысăк çарĕ çăмăл çак мел пирки маларах тавçăрайман? Тепĕр тесен тĕлĕнме васкар мар-ха: тен, «Хамăр ялсем» хăйсем тем ăнланса пĕтереймеççĕ?

Çапах предпринимательсем хăюллă çынсем пулнине палăртмаллах: президиумри сумлă çынсене хирĕçлеме пачах та именмеççĕ. Пĕри, сăмахран, çаплах каларĕ: «Эпир çынсене ĕç вырăнĕсем паратпăр, хыснана налук тÿлетпĕр — эсир вара пире хупассишĕн хыпса çунатăр». Сергей Неяскин татăклăн хуравларĕ: «Никам та сирĕн лавккасене хупма ăнтăлмасть. Саккуна пăхăнса ĕçлесен нимĕнле ыйту та пулмĕ». Хальлĕхе вара хăшпĕр предприниматель йÿнĕпе «сулахай» эрех туянса ăна хаклăпа сутма тăрăшнине йышăнмах тивет. Шута илмен спиртлă шĕвексем сутнин 244 тĕслĕхне тăрă шыв çине кăларни çакна тÿрремĕнех çирĕплетет вĕт. Е тата — çынсем метанолпа наркăмăшланнин 28 тĕслĕхĕ... Çав тĕслĕхсенче 20 çын вилнĕ.

Пурпĕр пĕри те тепри тÿрре тухасшăн. «Волжанин» суту-илÿ çурчĕн директорĕ Андрей Марышев та — çав шутра:

— Çынсене йĕркеллĕ шалу тÿлетĕп. Халиччен кунашкал пĕр тĕслĕх те пулман. Нумаях пулмасть вара сутуçă хăйĕн упăшкине пытарнă хыççăн юлнă кĕленчене лавккана илсе килсе сутнă — çакна тупса палăртнă. Халь ман çĕр-çĕр пин тенкĕ штраф тÿлеме тивет. Ĕçтешсем сиене çав сутуçăран шыраса илме сĕнеççĕ. Анчах унран мĕнле илĕп-ха — унăн 2 ача...

Михаил Игнатьев кулсах ячĕ:

— Пĕр кĕленче сутнă та — шăп та лăп çав самантра тĕрĕслевçĕсем пынă... Ĕненме йывăр. Эсир тÿрĕ кăмăлпа ĕçлеме хатĕр-и?

Марышевăн «хатĕр» темелли çеç юлчĕ. Анчах кÿреннисем унсăр пуçне те пур: «Эпир акциз маркисен чăнлăхне тĕрĕслейместпĕр. Сăмахран, «Ягуар» ОООпа ĕçлетпĕр. Алкоголĕн пĕр партийĕнчех чăннисемпе пĕрле суя маркăллă кĕленчесем тултарнă ещĕк пулма пултарать. Манпа шăпах çапла пулса тухрĕ. Хальлĕхе штрафламан-ха, анчах штраф пулатех-тĕр». Ăна Владимир Аврелькин хуравларĕ. Вăл хăшпĕр предприниматель чееленме пăхни çинчен тÿррĕнех каларĕ: «Сулахай» эрех пулнине эсир питĕ лайăх пĕлетĕр — мĕншĕн тесен ăна сире йÿнĕпе илсе килсе параççĕ». Шăпах йÿнĕ пулни саккунсăр эрех нумаййине сăлтавлать. Явап тытмалла пуласран асăрханмашкăн вара бизнесăн шанчăклă поставщиксемпе кăна ĕçлемелле — вĕсен продукцийĕн пахалăхĕ шанчăклă, саккунлăхĕ пирки иккĕленÿ çук.

Калаçăва Михаил Игнатьев пĕтĕмлетрĕ, вăл çивĕч ыйтăва татса парас енĕпе пурне те алла-аллăн ĕçлеме чĕнсе каларĕ: «Алкоголь рынокĕнче йĕрке тумаллах. Çак тĕллевпе алкоголь продукцийĕн вак суту-илĕвĕнчи лицензи тĕрĕслевне, спиртлă шĕвексен суту-илĕвĕн калăпăшĕ пирки тăратакан декларацисен патшалăх тĕрĕслевне вăйлатмалла». Кашнинех суйлама сĕнчĕ: «Эсир хăвăр ачăра е çывăх çыннăра «фанфурик» е суррогат сутнă пулăттăр-и? Паллах, çук. Çакна тĕпе хурса ĕçлĕр». Саккунлăх тени ку сферăра кăмăл-сипетпе тÿрремĕнех çыхăннă та — усламшăн кăна çунса çынсен сывлăхĕ, пурнăçĕ çине алă сулни никама та чыс тумасть.

 Николай КОНОВАЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.