Чăвашлăх

Чăваш чĕлхин кунĕ ячĕпе çуллен ирттерекен митингран пĕрре те юлманран, ăна мĕнлерех шайра йĕркеленине курса тăнă темелле. Кăçал вăл «Анлăн янăра, чăваш чĕлхи!» флешмоб ятпа иртрĕ.

Чăваш чĕлхи кунĕ пирĕншĕн, чăваш хаçатĕнче ĕçлекенсемшĕн, пысăкран та пысăк уяв. Чăваш чĕлхи - пирĕн ĕç хатĕрĕ çеç те мар. Ĕçтешĕмĕрсем чăнласа та шÿтлесе калашле, "чăваш чĕлхи - пире çăкăр çитерекенĕ" те.

Иван Яковлевич чăваш халăхне пехиллесе хăварнă Халала вуламан чăваш çук пулĕ. Унти кашни сăмахра Çутта кăларуçăн чĕри канăçсăррăн тапнине туятăн. Пĕтĕм пурнăçне тăван халăхне панă çын чăвашсене таса чунлă тата мал курăмлă пулма пиллет. Унти тĕп шухăшсене тепĕр хут аса илер.

Халал тĕшши тавра

Теччĕ çĕрĕнче чăваш, тутар, мордва, вырăс халăхĕсен ывăлĕ-хĕрĕ пĕр çемьери пек туслă килĕштерсе пурăнаççĕ. Вĕсем паян Шупашкар хăнисене тăватă халăх юрри-ташшипе, йăли-йĕркипе кĕтсе илчĕç.

Pages

Subscribe to Чăвашлăх