Шупашкар чăваш хули пулайĕ-ши?

Хальхи çул тата ун хыççăнхи 2020 çул республикăшăн чăннипех паллăскерсем. Шупашкар хулине никĕсленĕренпе кăçал 550 çул тата Чăваш автономине йĕркеленĕренпе çитес çул пĕр ĕмĕр çитнине паллă тума хатĕрленетпĕр.

Паллă çак самант пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче çапла каланă: «Юбилейсем — халăхăмăрăн иртнĕ кун-çулне аса илме, килес ăрусен интересĕсемшĕн татса памалли тĕллевсене палăртса хума хистекен лайăх мел. 550 çул хушшинче Шупашкар халăх пурăнакан пĕр пĕчĕк вырăнтан Атăлçин промышленноçпа культура, вĕренÿпе наука центрĕ таран ÿссе тĕрекленчĕ».
Шупашкар — чăваш хули. Чăннипех-ши? Кашни халăх çĕр çинче пĕртен-пĕрре. Вăл никам пек те мар, хăй пек çеç. Унăн культури, чĕлхи, йăли-йĕрки, ал ĕç ăсталăхĕ, ăс-хакăл пуянлăхĕ ăна ытти халăхран уйăрса тăрать. Шăпах çак тата ытти пахалăхпа эпир те, чăвашсем, тĕнче тытăмĕнчен çухалмастпăр. Çакăн пирки пирĕн нихăçан та манмалла мар, чăвашлăха, хамăрлăха упрамалла. Унсăрăн пирĕн тымар татăлĕ, чăваш пулма пăрахăпăр.
Хальхинче манăн наци архитектури пирки сăмах пуçарас килет. Юлашки çулсенче республика тĕп хулинче федераци бюджетĕнчен, çавăн пекех вырăнти бюджетран уйăракан нухратпа усă курса строительство ĕçĕсем пур енĕпе те — общество инфратытăмне аталантарас, хăтлăлатас, çавăн пекех пурăнмалли çурт-йĕр тăвас тĕлĕшпе — анлăн пурнăçланса пыраççĕ. Савăнмалла кăна çакăншăн. Çав вăхăтрах асăннă объектсем наци сĕмĕллĕ пулнипе палăрса тăраççĕ-и? Малтан çĕкленнисем тата? Ку ыйтăва, шел те, массăллă информаци хатĕрĕсенче питех çĕклемен.
Эпир, чăвашсем, Шупашкарта — хамăрăн тĕп хуламăрта — пурăнатпăр. Çапах ăна пирĕн çеç, урăх наци республикин тĕп хули мар, теме пултаратпăр-ши? Мĕнпе уйрăлса тăрать шурă Шупашкарăмăр ытти хуларан? Чăваш Ен тĕп хулине пуçласа килекен çын мĕнлерех туять хăйне кунта? Хулана кĕнĕ чухне «Чебоксары» тесе çырнисĕр пуçне хула варринче çак ят ирĕлсе çухалмасть-и?
Айтăр-ха самантлăха хула урамĕсем тăрăх çаврăнса килер. Йĕри-тавра пирĕн патра та, ытти вун-вун хулара та тĕл пулакан ÿкерчĕк: шăрпăк курупкине аса илтерекен çуртсем, вун-вун çул пĕр йышши проектпа çĕкленĕскерсем, хăйсен «çимĕçне» кÿнех: хула ятне палăртмасан вăл е ку çурт, урам хăш хулара вырнаçни те паллă мар. Пĕтĕмĕшле илсен, хулара мĕн пуррине, унти Киев, Франци, Финлянди… технологийĕсемпе çĕкленĕ капмар çуртсене, питĕ чаплă коттеджсене сивлени мар ку. Çав вăхăтрах наци архитектурине те курас, унпа савăнас, мухтанас килет пирĕн.
1920 çулта Шупашкар Чăваш автономи облаçĕн тĕп хули пулса тăнă. Çав тапхăртанпа çине тăрса аталанма пуçланă. Ку енĕпе Мускавран тĕслĕх илме пикеннĕ. Хĕрлĕ тÿремре Хĕрлĕ хапха тунă. Мускаври Хĕрлĕ тÿрем илемлĕ, хитре сăмахпа кĕвĕленсе тăнă пулсан, пирĕн — революципе. 20-30-мĕш çулсенче, каярахпа архитектурăра конструктивизм, классика мелĕсемпе анлăн усă курма пуçланă. «Родина» кинотеатр, Чулхула урамĕнчи почта çурчĕ /халĕ çук/, ыттисем — конструктивизм паллисем.
30-мĕш çулсенче Шупашкарта Ф.С.Сергеев чăваш архитекторĕ ĕçлеме пуçланă. Хальхи вăхăтра Вырăс драма театрĕ, хула администрацийĕ, ЧР ШĔМ вырнаçнă çуртсем, «Родина» кинотеатр пулнă çурт тата ытти те — унăн ĕçĕсем. 1959 çулта Феофан Сергеев патне Г.Н.Павлов архитектор çыру янă. Вăл унта шăпах чăваш архитектурин ыйтăвĕсене çĕкленĕ. Сăмах Филармони /хальхи вăхăтра Вырăс драма театрĕ вырнаçнă терĕмĕр/ çинчен пынă çырура çакăн пек йĕркесем пур: «Эсир тăвакан Филармони — пирĕн наци эреш искусствин пуянлăхĕпе усă курнине çирĕплетекен çурт. Манăн шухăшпа, ку енĕпе Филармонире интерьер питĕ ăнăçлă пулса тухнă. Вестибюльти тата фойери колоннăсен эрешĕ-сенче, плафонсен, карниз çыххисенче чăвашсен çеç пур эрешсем, хăйне евĕрлĕхсем тĕл пулаççĕ». Çавăнтах çыру авторĕ архитектурăра çĕнĕ терминсемпе — «кĕскĕ», «масмак», «хултăрма», «сарă» эрешсемпе — усă курма май пуррине асăннă, мĕншĕн тесен çаксем Ф.С.Сергеевăн ĕçĕсенче палăрса тăнă. Унсăр пуçне тата Г.Н.Павловпа Н.О.Ятманов архитекторсем те архитектурăна наци еткерлĕхĕпе пуянлатас тĕлĕшпе ĕçленĕ.
Çапах кусем — архитектура формисем мар, чăваш эрешĕсемпе усă курни çеç. Кирпĕчпе тĕрĕлесе илемлетнипе çеç наци архитектури пулаймĕ. Малалла вулас...
www.hypar.ru
Надежда СМИРНОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.