Комментари хушас

30 Чÿк, 2018

Чăваш пикисем тупăшăва тухрĕç

Илемлĕ чăваш ташши ташлама пĕлсен кăна. Илемлĕ чăваш юрри юрлама пĕлсен кăна... Паян Раççей Федерацийĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен тата Чăваш Енри районсенчен килнĕ чăваш пикисем пултарулăх тупăшăвĕнче кам юрлама, ташлама, тĕрлеме е ытти ăсталăха пуринчен лайăхрах, тăван халăх историйĕпе культурине, йăли-йĕркине тĕплĕрех пĕлнине кăтартма Шупашкарти культурăпа ÿнер институтне пухăнчĕç. Кунта культура çуртĕнче паян "Раççей чăваш пики — 2018" конкурс старт илчĕ.

Конкурса хутшăнакан хĕрсене ЧР культура министрĕ Константин Яковлев, ЧНК президенчĕ Николай Угаслов саламларĕç, ăнăçу сунчĕç. Паян ăнăçу пикесене вара чăннипех те кирлĕ. Вĕсен пилĕк тĕрлĕ ăмăртура хăйсен пултарулăхне кăтартма тивĕ. Кам маттуртарах пулĕ? Хальлĕхе паллă мар. Çĕнтерÿçĕсемпе каярахпа паллаштарăпăр.

Чăваш наци хастарĕсем конкурс хăнисем валли тĕрлĕ курав хатĕрленĕ. Людмила Кинер ертсе пыракан "Шупашкар" ушкăн юрă-ташăпа савăнтарчĕ.

Кăçалхипе 8-мĕш хут иртекен фестиваль-конкурс Чăваш наци конгресĕн РФ грантне çĕнсе илнĕ «Халăхсен наци пуянлăхĕ – Раççей пуянлăхĕ» проектпа килĕшÿллĕн иртет.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: