Итали кĕвĕ-çеммин ытамĕнчи фестиваль вĕçленчĕ

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче хамăрăн ентеше, СССР халăх артистне М.Д.Михайлова халалласа çулленех иртекен опера фестивалĕ çак вырсарникун гала-концертпа хупăнчĕ.

Хула халăхĕ хăнăхнă ĕнтĕ классика произведенийĕсен уявне. Гала-концерт, ытти çулти пекех, аншлагпа иртрĕ. Унта хальхинче те хамăрăн солистсемпе пĕрлех тĕрлĕ регионтан, çавăн пекех ют çĕршывсенчен килнĕ юрăçсем хутшăнчĕç.

Концерта театрăн симфони оркестрĕ Жорж Бизен «Кармен» оперинчи увертюрăпа уçрĕ. Ун хыççăн — сцена çинче каллех Итали композиторĕсен произведенийĕсем янăрарĕç. Сăмах май, юрлаканĕсен хушшинче те чăн-чăн итальянсем — Фабио Андреотти тата Россана Потенца — пулчĕç. Залра ларакансем Фабио «Арлезианка» оперăри Федерико юррине, Россана «Адриена Лекувер» оперăри Адриена арине шăрантарнă хыççăн тăвăллăн алă çупса темччен «Маттур!» тесе кăшкăрчĕç. Иккĕшĕ пĕрле Джакомо Пуччинин «Тоска» оперинчи Тоскăпа Кавараддоссин дуэтне чуна пырса тивмелле шăрантарчĕç.

Сцена çине çавăн пекех Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕ, Мускаври «Геликон-опера» театрăн солисчĕ Михаил Гужов, Пысăк театрăн солистки Елена Околышева, Лю Иньлун /Китай/, Азербайджан Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Фарид Алиев, Коми Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Михаил Журков, Мускаври Е.В.Колобов ячĕллĕ «Новая Опера» театр солисчĕ Андрей Бреус тухрĕç. Хамăрăннисенчен юрă уявне Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артисткисем Мария Еланова, Валентина Смирнова, ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕсем Ольга Вильдяева, Маргарита Финогентова Иван Снигирев, Пĕтĕм тĕнчери конкурссен лауреачĕсем Татьяна Прытченкова, Максим Карсаков, Елена Соколова, Иван Николаев, Татьяна Тойбахтина хутшăнчĕç.

Италирен килнĕ юрăçсем çавăн пекех Шупашкарти музыка училищинче вĕренекенсемпе те тĕл пулчĕç. Фабио Андреотти, ăна хальхи вăхăтра «çĕнĕ Паваротти» тенине илтме тÿр килет, тата Римри «Джакомо Лаури Вольпи» премийĕн лауреачĕ Россана Потенца театр профессийĕ, сасăсен уйрăмлăхĕ, хăйсен кун-çулĕнчи асра юлнă самантсем пирки чарăнса тăчĕç. Хăнасем çавăн пекех пĕрле пĕр-пĕр юрă юрлама сĕнсен училищĕри преподаватель, Чăваш халăх артистки Галина Пуклакова хаваспах килĕшрĕ. Вăл тата Фабио неаполитансен «О! манăн хĕвел» юррине шăрантарчĕç.

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче чăвашлăх хуçаланма пуçлани фойене кĕрсенех куçа курăнчĕ. Гардеробра тум йышăнакансенчен пуçласа программа сутакансем таранах чăваш тумĕпеччĕ. Сцена çинчи артистсене те чăваш çи-пуçне тăхăннă пикесем чечек çыххисем тыттарчĕç. Анчах, шел, концерт репертуарĕнче çеç пулмарĕ чăваш юрри-çемми. Йĕркелÿçĕсем тепĕр фестивальте çакна шута илессе шанатпăр.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас